Паянхи кунӑн чӑнлӑхне кӑтартакан клип

"Шӑпчӑксем юрлаҫҫӗ". Ҫапла ҫепӗҫ ятпа халӑх умне салтаксен мӑшӑрӗсем ҫинчен юрӑ клипӗ тухрӗ. Ӑна Аслӑ ҫӗнтерӗвӗн ҫавра ҫулне халалласа Литература музейӗнче пахаларӗҫ. 

Чуна тыткӑнлакан юрра халӑхра Палан е Фаер хушма ятсемпе палӑрнӑ Ольга Осипова юрӑҫ чӗрене витермеллех шӑрантарать. Паянхи кунӑн чӑнлӑхне кӑтартакан клипа, чӑн та, хумханмасӑр пӑхма май та ҫук темелле. Кулленхи пурнӑҫпа киленсе ачисене ӳстеренкен мал ӗмӗтлӗ арҫынсем ҫемйисемпе сывпуллашса ҫапӑҫу хирне тухса каяҫҫӗ. Салтак тивӗҫне пурнӑҫласа ҫӗршыва тӑшманран хӳтӗлеҫҫӗ. Мӑшӑрӗсем вара ирӗн-каҫӑн куҫ хупмасӑр упӑшкисене чӗрӗ-сывӑ таврӑнасса кӗтеҫҫӗ.

Фильм евӗр хатӗрленӗ клипра РСФСР халӑх артисчӗ Нина Яковлева та хаваспах ӳкерӗннӗ. Пурнӑҫра хура-шурне сахал мар курнӑ вӑрҫӑ ачи сӑмахсӑр роле ӗнентерӳллӗ калӑпланӑ. Клип авторӗ вара Сергей Щербаков кинорежиссер. Пуҫӑннӑ ӗҫӗн яваплӑхне туйса вӑл хӑй те артистсемпе пӗрле салтак сӑнарне вылянӑ. Монтажласа калӑпланӑ клипа вара малтанах Никольски ячӗллӗ професси колледжӗнче кӑтартнӑ.

Литература музейӗнчи хӑтлава та кино ӗҫне кӑмӑллакансем пухӑнчӗҫ. Клипра вылянӑ артистсен пултарулӑхӗпе киленсе ҫакӑн евӗр пархатарлӑ ӗҫсем ытларах кирлине палӑртрӗҫ. Проект авторӗсене вара ӑшшӑн тав туса ӑнӑҫу сунчӗҫ. 

Алексей Енейкин