Паян Шупашкарта халӑхсем хушшинчи 3-мӗш оперетта фестивалӗ уҫӑлать

Вӑл "Москва, Черемушки" постановка премьерипе пуҫланӗ. Ҫак кунсенче пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ Оперӑпа балет театрӗнчи репетицисене ҫитсе курчӗ. 

Дмитрий Шостакович опереттине халиччен Мускаври Пысӑк тата Питӗрти Мариински театрсенче кӑна лартнӑ. Музыкӑллӑ камитри ӗҫ-пуҫа труппӑри мӗн пур артиста явӑҫтарнӑ тесен те юрать. Мускавран килнӗ Дмитрий Отяковский режиссерпа Питӗрти Оганес Айрапетян художник пысӑк ӗҫе нарӑс уйӑхӗнчех пуҫӑннӑ. "Москва, Черемушки" постановкӑри актерсем вӑхӑтран вӑхӑта ҫул ҫӳреҫҫӗ. Малтанах ӗҫ-пуҫ 2070-мӗш ҫулта, унтан 1960-мӗшӗнче пулса иртет. 17-мӗш ӗмӗрте те пурӑнса кураҫҫӗ камитре вылякансем. Пӗрмай костюм улӑштарма тивнӗ май тӗрлӗ ӗмӗрти тапхӑрпа килӗшӳллӗ вун-вун ҫи-пуҫ хатӗрлемелле пулнӑ. 

Алиса Александрова, Михаил Солин