Фильма хатӗрлеме шкул ачисем пулӑшнӑ, тӗп сӑнарсенче те - вӗсемех. Хӑйсен ӗҫне вӗсем проект авторӗсемпе пӗрле пахаларӗҫ.
Паллӑ киноҫӑлтӑрсем утакан хӗрлӗ кавир ҫинче - Всеволод Ларинпа Ариадна Кротова. Ҫак чыса шкул ачисем ӑнсӑртран тивӗҫмен. Иккӗшӗ те "Виҫӗ хӗвел" фильмра тӗп сӑнарсене калӑпланӑ. Сӑмах май, вӗсене режиссёр кастинг ирттерсех суйласа илнӗ. "Виҫӗ хӗвел" фильма пахалама шкул ачисене йыхравланӑ. Ӑна хатӗрлеме шӑпах вӗсем пулӑшнӑ та. Иртнӗ вӗренӳ ҫулӗнче ачасем 150 тонна макулатура пухнӑ. Укҫана фильм ӳкерме панӑ. Акцие республикӑри 286 шкул хутшӑннӑ.
Екатерина Фомина, Святослав Петров