Ача сачӗсенче тӗрлӗ ӗҫ-пуҫ иртет, шкул ачисем онлайн-викторинӑсенче тупӑшаҫҫӗ. Библиотекӑсем те хӑйсен сайчӗсенче тӗрлӗ пуҫватмӑш хуравне шырама сӗнеҫҫӗ. Паян вара Шупашкарти Чапаев музейӗнче те кӗтнӗ кун - 2018-мӗш ҫулта юсава пула хупӑннӑскер алӑкне уҫӗ. Ҫӗнелнӗ экспозиципе Республика Пуҫлӑхӗ Олег Николаев паллашӗ. Унччен маларах вара музейра пирӗн пултарулӑх ушкӑнӗ пулса курчӗ.
Алиса Александрова, Виктор Степанов