Анлӑ реконструкци кунта 2017-мӗш ҫулта - объекта "Культура" федераци программине кӗртсен пуҫланнӑ. Чӑн та, ӗҫ кал-кал пулса пыман. Подрядчиксем час-часах улшӑннӑ. Ӗҫе "3-мӗш стройтрест" пӗрлешӗвӗн вӗҫлеме май килнӗ. Халӗ кун пек культура керменӗ ҫӗршывӗпе те сайра. Сценӑна 6 метр сарлакалатнӑ. Ӑна темӗн тӗрлӗ ҫутӑ тата сасӑ хатӗрӗсемпе пуянлатнӑ. Кунта халӗ концертсем кӑна мар, мюзиклсемпе спектакльсем те лартма пулать. Хӑтлӑ залра 674 вырӑн. Унсӑр пуҫне сасӑ ҫырмалли чаплӑ студи йӗркеленӗ. Унта харӑсах 40 микрофон вырнаҫтарнӑ. Ҫавӑн пекех видео тата фото-пӳлӗмсем те пур. Сцена ҫинче мӗн пулса иртнине малашне истори валли ӳкерсе хӑварас тӗллевлӗ. Репетици пӳлӗмӗ те питӗ меллӗ. Инструментсем ҫителӗклӗ. Нумайӑшне тин кӑна туяннӑ. Куҫа курӑнманни те чылай. Сӑмахран, сценӑна лифтсемпе тивӗҫтернӗ. Ҫакӑ декорацисене хӑвӑрт улӑштарма, артистсене кӗтмен ҫӗртен куракан умне тухма май парать. Кунта халӗ тӗнче шайӗнчи «ҫӑлтӑрсене» те чӗнме намӑс мар.
Надежда Александрова, Святослав Петров