Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 105-мӗш пултарулӑх сезонне уҫать 

60 ҫул ытла ӗнтӗ вӑл Константин Иванов ячӗпе хисепленсе тӑрать. Ҫавна май ҫӗнӗ тапхӑра та "Нарспи" поэма авторне халалланӑ "Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун" спектакльпе пуҫлӗҫ. 

Максимов-Кошкинский пьеси тӑрӑх калӑпланӑ "Вӗри юнлӑ ҫемҫе чун" постановкӑна пӗтӗм труппа хутшӑнать. Спектакле лартаканӗ, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев, унта Константин Иванов классикӑн кун-ҫулӗпе пултарулӑхне пур енлӗн ҫутатнӑ. Тӗп рольте Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Валерий Карпов. Пьесӑра ҫавӑн пекех ытти паллӑ сӑнарсем те пур. Иван Яковлев просветитель - Сергей Павлов артист, Федор Павлов композитор - Василий Иванов, Максимов-Кошкинский ролӗнче - Чӑваш халӑх артисчӗ Сергей Иванов тата ыттисем те. Театрта куракансене ҫавӑн пекех ҫӗнӗ постановкӑсемпе савӑнтарма хатӗрленеҫҫӗ. Ку сезонта 3 спектакль кун ҫути курмалла. Пӗрремӗш премьера ҫитес уйӑхра пулмалла. Александр Коровкин пьеси тӑрӑх лартакан "Мӑнаккасем" ӗҫе куракансем юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хаклама пултарӗҫ. Тепӗр ҫӗнӗ спектакль сцена ҫине чӳк уйӑхӗнче тухӗ. Юрӑллӑ-ташӑллӑ постановкӑна лартаканӗ - Валерий Яковлев. Виҫҫӗмӗш спектакльпе Наталия Сергеева режиссер ӗҫлет. 

Леонид Петров