Паян Чӑваш академи драма театрӗнче 105-мӗш пултарулӑх сезонӗ хупӑнать

Артистсем куракансемпе кӗркуннеччен СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев лартнӑ "Юрлар-и, ташлар-и фольклорпа джаз кӗввипе" мюзиклпа сыв пуллашаҫҫӗ. 

Юбилейлӑ сезон академи драма театрӗшӗн тухӑҫлӑ пулчӗ. Сцена ҫине 6 ҫӗнӗ постановка кӑларнӑ. Наталия Сергеева режиссер харӑсах икӗ спектакль лартнӑ. Пӗри - Александр Пӑртта пьеси тӑрӑх ачасем валли хатӗрленӗ "Цветочный бал Хрюши" постановка. Теприне вара вырӑс классикӗн Александр Островскин произведенийӗ тӑрӑх калӑплнӑ. Ҫыравҫӑ 200 ҫул тултарнине халалласа "Юлашки парӑм" драма кун ҫути курчӗ. Алексей Герасимов лартнӑ "Мӑнаккасем" спектакле те куракансем хапӑлласа йышӑнчӗҫ. Тепӗр ҫӗнӗ ӗҫ - Валерий Яковлевӑн юрӑллӑ-ташӑллӑ "Уйрӑлу каҫӗ" постановки. Спектакльсене куракансем патне ҫитерме Республика Пуҫлӑхӗн гранчӗ пулӑшать. Ҫапла майпа сезон вӗҫӗнче "Ҫын пурнӑҫӗ" ятлӑ мистикӑлла драма премьери пулчӗ. Унпа Василий Иванов режиссер ӗҫленӗ. Пӗрремӗш кӑтартӑва куракансем зал тулли пуҫтарӑнчӗҫ. 

Иртнӗ сезон гастрольсемпе те пуян пулчӗ. Артистсем Тюмень, Ижевск хулисенче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсене чӑваш постановкисемпе паллаштарчӗҫ. Иван Яковлев вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ ӗҫ-пуҫа хутшӑнса Мускава тата Чӗмпӗре ҫитрӗҫ. Хусанта тӗрӗк чӗлхиллӗ театрсен "Науруз" фестивалӗнче кӑтартнӑ "Эп сӳннӗ чух эс ҫун" спектакле тӳресем пысӑк хак панӑ. Ку постановка республикӑри "Чӗнтӗрлӗ чаршав" конкурсӑн ҫӗнтерӳҫи пулса тӑнине те палӑртмалла. Артистсем кану хыҫҫӑн ҫӗнӗ ӗмӗт-тӗллевсемпе ӗҫе пикенме шантараҫҫӗ. 

Леонид Петров