Сцена ҫинче совет саманинчи ача-пӑча литературин классики - Виктор Драгунский драматург Денис Кораблев ҫинчен ҫырнӑ калавсем. 50 ҫул каялла пулни-иртни паянхи ӑрушӑн кӑсӑклӑ-и? Дмитрий Михайлов режиссер икӗ ӑрӑва танлаштарма шутланӑ. "Денискины рассказы" - ҫемье валли лартнӑ ырӑ та хаваслӑ постановка. Тӗп сӑнар пӗрмай пӑтӑрмаха ҫакланать. Кашнинчех хӑйшӗн пӗлтерӗшлӗ те усӑллӑ пӗтӗмлетӳ тӑвать. Спектакле курнӑ май, аслисем хӑйсен ачалӑхне таврӑнӗҫ. Ҫамрӑк куракансем вара сцена ҫинчи тантӑшӗсемпе нумай ҫӗнӗлӗх уҫӗҫ.
Алиса Александрова, Денис Афанасьев








