Паян - Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗ

Пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑри профессиллӗ театрсем ҫулсерен "Чӗнтӗрлӗ чаршав" фестиваль ирттерекенччӗ, унта иртнӗ ҫулталӑка пӗтӗмлетекенччӗ. Карантина пула ӑна каярах хӑварма тивнӗ.

Артистсем сцена ҫине тухса спектакль кӑтартасси вӑхӑтлӑх чарӑннӑ пулин те, Шупашкарти театрсем яланхи йӗркепех ӗҫлеҫҫӗ. Республикӑн 6 профессиллӗ театрӗнче те репетицисем пыраҫҫӗ, маларах палӑртса хунӑ ӗҫсене хӑй еккипех пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Ака уйӑхӗн репертуарне кӗртсе ҫирӗплетнӗ пекех, премьерӑсем те куракан умне тухма хатӗр тӑраҫҫӗ - асӑрханулӑха манмасӑр, тухтӑрсем сарӑлакан чире хӑвӑртрах путлантарассине кӗтесси кӑна юлать.

Марина Карягина, Семён Антонов