"Паттӑрсем вилмеҫҫӗ" - Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ ҫак ятпа сцена ҫине ҫӗнӗ спектакль кӑларчӗ

Ҫамрӑксен чун-чӗринче патриотизм туйӑмне вӑйлатас, ҫӗршыври тӗрлӗ халӑх ывӑл-хӗрне пӗр тӗллевпе пӗрлештерес тесе лартнӑ драмӑри тӗп сӑнар - Николай Петров Раҫҫей Геройӗ, пирӗн ентеш. Постановкӑна Раҫҫей культура министерствин гранчӗпе хатӗрленӗ, режиссёрӗ - Борис Манджиев, пьесине вӑлах Ольга Туркайпа пӗрле ҫырнӑ. 

Ҫакӑн пек пуҫланать те спектакль Раҫҫей Паттӑрӗн ҫарти пурнӑҫӗ ҫинчен каласа панӑ хыҫҫӑн ҫак сӑмахсемпех вӗҫленет: "Офицерсем тыткӑна лекмеҫҫӗ. Паттӑрсем вилмеҫҫӗ". Николай Петров Раҫҫей Геройӗ Елчӗк тӑрӑхӗнчи Тускел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Ҫемьере аслӑ ача пулнӑран-и, пӗчӗкрен яваплӑ та ӗҫчен пулса ҫитӗннӗ. Ырӑ кӑмӑллӑ, тӗрӗслӗхе мала хуракан, ҫирӗп тӗллевлӗ, сӑпайлӑ - ҫапла астӑваҫҫӗ вӗренӳ отличникне, спорт маҫтӑрӗн кандидатне паллакансем: шкулти учительсем те, Мускаври аслӑ ҫар училищинче пӗрле вӗреннисем те, ятарлӑ ҫар операцийӗнче юнашар пулнисем те. 

Психологиллӗ драмӑра 23-ри командир тӗрлӗ халӑх ывӑлӗсене пӗртӑвансем пек туслаштарса харсӑр пулма хӑнӑхтарнине, боецсене паттӑрлӑх ҫулӗ ҫине тӑратнине, эпир ҫӗнтерессе шаннине витӗмлӗ кӑтартнӑ. Боецсем пурнӑҫ тутине манман: юратнӑ хӗрӗ кӗтнипе хавхаланаҫҫӗ, шӳтлеҫҫӗ, асилӳпе иртнӗ кунсене таврӑнаҫҫӗ.

Николай Петров гварди аслӑ лейтенанчӗн тӗслӗхӗ - пӗтӗмӗшле, пуҫтарӑнуллӑ сӑнар, унта пулса иртекен ӗҫсем пирки "шӑпах ҫапла пулнӑ" темелле мар. Вӑрҫӑн сӑн-сӑпачӗ яланах тискер: вилӗмпе куҫа-куҫӑн тӑма хӑюлӑх, хурҫӑ кӑмӑл, тӑван ҫӗршывӑн хакне ӑнланса уншӑн пуҫ хума хатӗр пулни кирлӗ. Тӗрлӗ шӑпаллӑ яшсем, ӗнерхи шкул ачисем, шалтан мӗнле ҫирӗпленсе, тӗрекленсе пынине утӑмӑн-утӑмӑн кӑтартнӑ спектакльте.

Александр Демидова тӗп геройӑн сӑнарне ӗнентерӳллӗн кӑтартма хӑй ҫарта пулса салтак пӑттине ҫисе курни те пулӑшать, паллах. Ҫамрӑк каччӑн пурӑнас, юратас килет, анчах ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫ темрен те вӑйлӑрах. Ҫак туйӑм пулӑшать те мӗнпур йывӑрлӑха парӑнтарма, Ҫӗнтерӗве ҫывхартассишӗн вута кӗме.

Николайӑн ашшӗпе амӑшӗ, тӑванӗсем, ентешӗсем - куракансем хушшинче. Ашшӗ - полици подполковникӗ, Чечен вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫур ҫул унта пулнӑ. Ывӑлӗшӗн вӑл пур енӗпе те тӗслӗх пулнӑ, паллах.

Спектакль пире паттӑрсем нихҫан та вилменни ҫинчен тепӗр хут асилтерет, ҫак чӑнлӑха асра тытса, вӗсен тӗслӗхӗпе ҫӗршыва кирек хӑҫан та сыхламашкӑн хатӗр пулма хистет. 

Марина Карягина, Игорь Ульянов