Тутарстанри тӗслӗхпе уҫнӑ пултаруллӑ ачасен "Селет-Батыр" ятлӑ шкулӗнче халӗ ҫӑвӗн-хӗлӗн вӗренӳ пырать, яш-кӗрӗм валли те, педагогика ветеранӗсем валли те олимпиадӑсемпе конференцисем иртеҫҫӗ. Ҫулла вара тӗрлӗ профильлӗ лагерь ӗҫлет.
"Селет-Батыр" Ҫамрӑксен центрӗнче чӑваш, тутар, вырӑс, акӑлчан чӗлхисене мала хума тӗллев лартнӑ. Халӗ кунта кино ӳкерме вӗренекенсен смени ӗҫлет. Ачасем хӑйсемех сценари ҫыраҫҫӗ, ӳкереҫҫӗ, сасӑ хурса монтажлаҫҫӗ. Пултаруллӑ ачасен шкулӗнче ҫакӑн валли пӗтӗм май пур. Хӗрсемпе каччӑсем кунта илнӗ маҫтӑрлӑх пуласлӑхра кирлӗ пуласса пӗлсе ӗҫлеҫҫӗ. Маларах ҫамрӑк физикпа математиксен, ӳнерҫӗсен, спортсменсен, конструкторсен сменисем пулнӑ. Вӗсене пӗлӳ пама чи пысӑк ӑстасене йыхравлаҫҫӗ. Ҫапла пӗр-пӗрне хавхалантарса пултарулӑхне уҫать яш-кӗрӗм.
Кану пӳлӗмӗсенче - пуян библиотека. Канакансем интереслӗ литературӑпа паллашнисӗр пуҫне пӗр-пӗр фильм пӑхса сӳтсе явма килӗштереҫҫӗ. Юрлама-ташлама пурин те пултармалла тесе шутлаҫҫӗ ачасем, ӳкерес ӑсталӑха, артистӑн сцена ҫинчи хусканӑвӗсене пӗлни никамшӑн та ытлашши мар. Унсӑрӑн, тен, ҫут ҫанталӑк кашнине паракан талант уҫӑлмӗ те.
Чӑваш Енӗн инҫетри тӑрӑхӗнче, пӗчӗк кӑна ялта ҫакӑн пек кермен ӳссе ларасси пирки никам та ӗмӗтленме пултарайман-тӑр. Ӑна ҫӗклеме, шалтан хӑтлӑлатса кирлӗ хатӗрсем туянма Ксыл-Чишмара ҫуралса ӳснӗ пархатарлӑ ҫынсен, Джавдет Сулейманов пек патриотсен, нумай чун хӑвачӗпе укҫа-тенки кайнӑ. Раҫҫей тата Тутарстан тава тивӗҫлӗ экономисчӗ Гузелия Сафина, сӑмахран, 330 миллион тенкӗ хывнӑ.
Каникулӑн юлашки эрнинче, ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнчен пуҫласа 30-мӗшчен, "Селет-Батырта" "Илем" смена ӗҫлӗ. Ачасем унта чӑваш чӗлхи вӗренӗҫ, чӑваш культурипе тарӑнрах паллашӗҫ.
Пуласлӑх вӑл паян пуҫланать. Тутарстанри тӗслӗхпе Чӑваш Енре те уҫӑлнӑ Ҫамрӑксен центрӗ ҫӗнӗ ӑру - талантлӑ яш-кӗрӗм - ҫитӗнтересси пирки пӗр иккӗленӳ те ҫук.
Марина Карягина, Екатерина Янгалакова