100 вырӑнлӑ культура ҫуртне туса пӗтерессе Аслӑ Чемен тата Тури Чакӑ ялӗсенче пурӑнакансем чӑтӑмсӑр кӗтеҫҫӗ. Малтанхи клуб ҫунса кайнӑ хыҫҫӑн 94-мӗш ҫулта хӑвӑрт мелпе тепӗр ҫурт хӑпартнӑ. Хӗллехи вӑхӑтра вӑл ӑшӑ тытманнипе чылай нушаланнӑ ял ҫыннисем. Ҫӗнӗ клубра пысӑк концерт залӗ, библиотека, территори уйрӑмӗн пӳлӗмӗсем вырнаҫӗҫ. Хальхи вӑхӑтра объектра кирпӗч хуракансем тӑхӑррӑн вӑй хураҫҫӗ тата вӗсене пӗр техника пулӑшать. Строительсем ҫуртӑн стенисене хӑпартассипе тӑрӑшаҫҫӗ. Ун хыҫҫӑн тӑррине витмелле тата шалти ӗҫсене пикенмелле. Объект хакӗ 53 миллион тенке яхӑн.
Тури Чакӑра пурӑнакансемшӗн клуб ыйтӑвӗ тахҫанах ҫивӗч тӑнӑ. Ял территори уйрӑмӗн ертӳҫин тилхепине Александр Чегаев тытса пынӑ чухнех культура ҫуртне хӑпартассине татса парас енӗпе пӗрремӗш утӑмсем тунӑ. Ял ҫыннисемпе хастарсем кар тӑнипе паянхи кун ҫӗнӗ клуб ҫӗкленет.
Хальхи вӑхӑтра объектри ӗҫсене 30 процента яхӑн тунӑ. Строительсем графикпе килӗшӳллӗн ӗлкӗрсе пыраҫҫӗ. Клуба кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче хута ямалла. Ун таврашне те тирпей-илем кӗртсе хӑтлӑлатма палӑртнӑ.
Оксана Верликова, Виктор Степанов