Ӑмӑрту ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ паттӑрсене асӑнса пӗр минут шӑп тӑнинчен пуҫланчӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине Ҫӗньялтан кайнӑ 135 ҫын каялла таврӑнайман, ун хыҫҫӑнхи ҫапӑҫусенче, ятарлӑ ҫар операцийӗнче вилнисем те пур. Кӑҫалхи конкурса Раҫҫейри Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин, республикӑри Ҫӗнтерӳпе патриотизм ҫулталӑкне халалланӑран, ачасем чӑваш сӑвӑҫисен вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ хайлавӗсене вуласа та ӑмӑртрӗҫ. Геннадий Айхи пиртен 2006-мӗш ҫулта уйрӑлса кайрӗ. Ун сӑввисене вулакансен ӑмӑртӑвне тепӗр ҫултанах йӗркелесе ирттерме тытӑнчӗҫ.
19 ҫул хушшинче Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ҫӗршер ача тӗнчипе палӑрнӑ чӑваш поэчӗн пултарулӑхне пӗлсе, хайлавӗсенчи шухӑш-туйӑмне ӑша илсе поэзи сывлӑшӗпе ӳсрӗ. Конкурс ҫулсерен улшӑнса, пуянланса тӗрлӗ номинаципе иртет. Ҫулталӑка мӗне халалланине кура, Геннадий Айхин сӑввисене калаттарнисӗр пуҫне, урӑх темӑсем хушса ӑмӑрттараҫҫӗ.
Ӑмӑртӑва хутшӑнакансем Патӑрьел тӑрӑхӗнчи мӗнпур шкултан килнӗ: пурӗ 57-ӗн. Кашниех суйласа илсе вӗреннӗ сӑвва витӗмлӗн, янӑравлӑн калама тӑрӑшать. Митта Ваҫлейӗ ячӗллӗ Аслӑ Арапуҫ шкулӗнчен килнӗ Кирилл Пашкин, Геннадий Айхишӗн хӑй вӑхӑтӗнче Митта премийӗ питӗ хаклӑ пулнине шута хурсах-тӑр, поэт ҫав парнене илнӗ вӑхӑтра ҫырнӑ сӑвва вуларӗ. Ачасен пултарулӑхне хаклакансене мала тухнисене палӑртма ансат пулмарӗ пулин те, чи маттуррисене уйӑрса дипломсем пачӗҫ. Тепӗр тесен, чӗрене пыракан йӗрке артистланса вуламасӑрах асра юлать. Тен, яланлӑха пурнӑҫ ҫулӗпе ертсе пыракан чӑнлӑх пулса тӑрать.
Марина Карягина, Олег Цыпленков