Патӑрьел районӗнчи Турханта Алексей Кокель ячӗллӗ халӑхсем хушшинчи пленэр вӗҫленчӗ

Вӑл Владимир Васильев культурологи докторӗ пуҫарнипе, район тата ял тӑрӑхӗн администрацийӗ тӑрӑшнипе кӑҫал 15-мӗш хут иртрӗ. 

Инҫетрен килнӗ хӑнасене, тӗрлӗ хулапа республикӑран ҫитнӗ ятлӑ-сумлӑ художниксене, кашни ялта курма ҫук, чӑвашсен профессиллӗ ӳнерне никӗсленӗ Алексей Кокель ҫуралса ӳснӗ Турхана вара вӗсем ҫурла уйӑхӗнче ҫулсерен пуҫтарӑнаҫҫӗ. Вырӑнти халӑх сӑрӑ ӑстисен кӑмӑлне тупма, сехечӗ-сехечӗпе вӗсем умӗнче ӳкерӗнсе ларма хӑнӑхса ҫитрӗ ӗнтӗ. Чӑваш Енрен тухнӑ мухтавлӑ ентешсене халалланӑ кӑҫалхи пленэрта 13 ӳнерҫӗ ӗҫленӗ: Раҫҫейри тӗрлӗ хуларан тата Беларуҫрен. Вӗсем Патӑрьел тӑрӑхӗн ҫӗр ӗҫченӗсен портречӗсене ӳкерме калаҫса татӑлнӑ. 

Марина Карягина, Олег Цыпленков.