"Парне" халӑх фольклор ансамблӗ Пӗтӗм Раҫҫей конкурсӗнче Гран-при ҫӗнсе илнӗ  

Республикӑри халӑх пултарулӑхӗн центрӗн "Парне" фольклор ансамблӗ Омскра иртнӗ "Традиции" фестивальтен Гран-при илсе таврӑннӑ. Светлана Тяхмусова ертсе пыракан ушкӑн чӑвашсен туй йӑли-йӗркине кӑтартса панӑ. 

"Пӗрлӗх патне йӑла-йӗрке урлӑ" девизпа иртнӗ 30-мӗш фествиваль Архангельскран пуҫласа Буряти таран вун-вун региона пӗрлештернӗ.  Конкурсра артистсен туй йӑли-йӗркин сыпӑкне кӑтартса памалла пулнӑ. Чӑваш коллективӗ Омск сцени ҫине тухма тӗплӗн хатӗрленнӗ. Юрри-ташши, малтанхи ӑрусенчен упранса юлнӑ ҫи-пуҫӗ, кӗмӗл тенкӗллӗ капӑрлӑхсем... Пирӗн халӑхӑн хӑйне евӗрлӗхне туллин курма пултарнӑ залра пухӑннисем. Фестиваль йӗрки тӑрӑх конкурсантсен чӗрӗ сасӑпа кӑна юрлама юранӑ.

"Парне" ансамбль республика чысне чӑннипех те тивӗҫлӗ шайра хӳтӗленӗ. Омскри фестивальте кӑна та мар. Ҫак ушкӑна Мускавра, Санкт-Петербургра, Минеральные Воды хулисенче пӗлеҫҫӗ. Чулхула облаҫӗпе Тутарстан Республики те "Парне" артисчӗсемшӗн ют мар. 

"Парне" ансамбле ҫӳрекенсемшӗн кӑҫалхи ҫул чӑннипех те тухӑҫлӑ. Омск хулине тухса кайиччен ушкӑн ҫӗршыв шайӗнчи конкурсра 2 миллион тенкӗпе танлашакан грант выляса илнӗ. Ҫӗнтерӳ ҫулӗ ҫӑмӑлах пулман. Пирвайхи тапхӑрта 262 коллектив ӑсталӑхӗпе паллаштарнӑ. Финала 60 ансамбль тухнӑ. Чӑваш юррине шӑрантарни, авалхи илемлӗ ҫи-пуҫ, наци пуянлӑхне туллин кӑтартса пама пӗлни артистсене ҫӗнтерӳ патне ҫитернӗ. Кӑҫал "Парне" халӑх ансамблӗ харӑсах 2 сумлӑ фестивальтен ҫӗнтерӳпе таврӑнни малалла аталанма ҫул уҫать. Грант укҫи-тенкине костюмсем ҫӗнетме, гастрольсене ҫӳреме усӑ курасшӑн. 

Алиса Александрова.