Куҫма Турхан пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа кӑҫал 37 ҫул ҫитрӗ. Унӑн Карачурари 3-мӗш масарта вырнаҫнӑ вилтӑприйӗ вара юхӑнсах кайнӑ пулнӑ. Нумай пулмасть, комсомольскисен "Кӗтне" ентешлӗхӗн хастарӗсем ӑна шыраса тупса ҫӗнетме шут тытнӑ. Тайӑлнӑ палӑка тӳрлетсе ҫирӗплетнипе пӗрлех саспаллисене сӑрланӑ, тӑпри ҫине никӗс хурса бетон плита сарнӑ.
Паллӑ ҫыравҫӑ Комсомольски тӑрӑхӗнчи Вӑрманхӗрри Чурачӑк ялӗнче кун ҫути курнӑ. Ҫитӗнсен Канашри педтехникум, унтан Ленинградри журналистика институтне пӗтернӗ. Пӗр вӑхӑт вӗрентекен пулса ӗҫленӗ хыҫҫӑн радиоинформаци комитечӗн редакторӗнче тӑрӑшнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинчен таврӑнсан салтак-ҫыравҫӑ Чӑваш кӗнеке издательствинче вӑй хунӑ, Главлит ертӳҫи, литература канашлуҫи пулнӑ, канӑҫ ҫухатсах калем ӗҫӗнче тимленӗ. Халӑхра уйрӑмах "Сӗве Атӑла юхса кӗрет" романне ҫырса палӑрнӑ.
Ҫак романшӑн Кузьма Сергеевич Чӑваш АССРӗн патшалӑх премине тивӗҫ пулнӑ. Ҫыравҫӑ хаяр вӑрҫӑ кунӗсене сӑнласа "Атакӑра", "Пулеметчик Иван Смиронов", каярахпа тӑван тӑрӑха мухтаса "Йӑмраллӑ ял", "Кӗтне хӗрринче", "Ҫӗпӗрти тӗлпулусем" тата ытти кӗнекисемпе палӑрнӑ. Ҫав вӑхӑтрах куҫару ӗҫӗнче те ӗлкӗрсе пынӑ. Каҫалсен ентешлӗхӗ Куҫма Турхан вил тӑпри ҫине чӗрӗ чечексем хунипе пӗрлех тымар ярса ӳсекеннисене те лартса хӑварчӗ. Асӑну кунӗ ҫыравҫӑ ячӗллӗ ентешлӗх премийӗн лауреачӗсене чысларӗҫ. Ҫӗнелнӗ медальпе ятарлӑ парнене Валерий Гордеев строитель тата Ирина Лампасова журналист тивӗҫрӗҫ. Ҫӗнӗ лауреатсене каҫалсен ентешлӗхӗн пайташӗсем, хисеплӗ хӑнасем саламларӗҫ.
Комсомольскисен ентешлӗхӗ Куҫма Турханӑн ялти ҫуртне упраса хӑварас тӗлӗшпе те ӗҫлемеллине палӑртать. Ҫыравҫӑн сумлӑ ятне ҫӗнӗ шая ҫӗклени пире тӑван халӑхӑн аваллӑхӗпе мӑнаҫланма, пуян чӗлхемӗре аталантарса пыма хистесе тӑрӗ.
Алексей Енейкин