Паллӑ искусство тӗпчевҫи Юрий Викторов "Мастера чувашской скульптуры" ҫӗнӗ кӗнеке хатӗрленӗ

Хӑй ӗҫлекен Гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче издани пахалӑхне хаклама ӳнерҫӗсемпе скульпторсем, чӑвашлӑха тӗпчекенсем йышлӑ пухӑнчӗҫ. 

Академи искусстви шайӗнче ӑсталанӑ скульптурӑсем ӗлӗк Чӑваш Енре сахал пулнӑ. Вӗсем те ютран килнӗ автор япалисем кӑна. Чӑн чӑвашла курӑнакан шедевр - Атӑл хӗрринче вырнаҫтарнӑ Константин Иванов сӑнарӗ - Илья Кудрявцев ӑсталанӑ бюст. Паян вара чӑваш скульпторӗсен шучӗ чаплӑ кӗнеке кӑлармаллӑх та ҫитнӗ. Ун авторне, Юрий Викторова, ӗҫтешӗсемпе юлташӗсем, чӑваш ӳнерӗпе кӑсӑкланакансем саламларӗҫ, кӗнеке пахалӑхне ырӑ сӑмахпа хакларӗҫ. Нумай пулмасть Юрий Васильевич 80 тултарчӗ. Юбилее хисеплӗ тӗпчевҫӗ, художник, вӗрентекен ятарласах сумлӑ ӗҫпе, ҫӗнӗ кӗнекепе кӗтсе илчӗ. Юрий Викторова Культура министрӗ Светлана Каликова, Гуманитари институчӗн директорӗ Петр Краснов саламларӗҫ, хисеп хучӗсемпе чысларӗҫ. 

Александр Осипов, Димитрий Макаров