Кун пек тӗл пулу сайра пулать. Ҫавӑнпа та паллӑ артистпа курнӑҫма Шупашкартан кӑна мар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Етӗрне хулисенчен тата Муркаш тӑрӑхӗнчен вӗренекенсем килсе ҫитнӗ. Анна хӑйӗн ҫемйи, пултарулӑх ҫулӗ ҫинчен каласа кӑтартрӗ. Вӑл Питӗрте, ахаль ҫемьере ҫуралса ӳснӗ. Ашшӗ-амӑшӗ заводра тӑрӑшнӑ. Анна режиссера вӗреннӗ пулин те, актер профессийӗ пирки нихӑҫан та ӗмӗтленмен. Шӑпа хӑй ҫул уҫрӗ, тет вӑл. Ачасем хӑнапа хаваспах хутшӑнчӗҫ, нумай ыйту пачӗҫ.
Кинора мӗнле сӑнара выляма йывӑр пулнӑ? Актерӑн епле пулмалла? Питӗр хулинчи хӑш вырӑн уйрӑмах илӗртет? Ҫитӗнӳ тӑвасси ӑнӑҫуран е нумай ӗҫленинчен килет? Хӑйне вӑл телейлӗ ҫын теме пултарать-и? Анна пур ыйтӑва та тӗплӗ хуравларӗ. Ҫав вӑхӑтрах уйрӑмах кӑсӑклӑ ыйту паракансене "Движение первых" юхӑмӑн парнисене парса хавхалантарчӗ.
Анна Миклош кураканпа тӗл пулни актершӑн ялан кӗтмен парне пек, тет. Шупашкарта унӑн юлташӗсем пурӑнаҫҫӗ, иккен. Ҫавӑнпа та вӑл кунта час-часах пулать. Апла пулин те вӗренекенсем майпа усӑ курса пӗрле сӑн ӳкерӗнме васкарӗҫ.
Диана Иванова, Виктор Степанов