3 пин тӑваткал метра яхӑн йышӑнакан виҫӗ хутлӑ ҫурт паянхи куна 80 процент хатӗр. Унӑн хакӗ - 200 миллион тенкӗ ытла. Ку укҫан ҫуррине предприяти уйӑрнӑ. Нумай функциллӗ центра регион ертӳҫин Олег Николаевӑн хушӑвӗпе хӑпартаҫҫӗ. Вӑл республикӑри пӗлтерӗшлӗ инвестици объекчӗсен шутӗнче.
Малашне ку ҫуртра фабрика историйӗн музейӗ, конференци залӗ, сувенирсен лавкки, галерея, кафе тата производство цехӗсем пулӗҫ. Ҫакӑ ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем йӗркелеме май парӗ. Ҫавӑн пекех ку центр туристсене илӗртӗ. Чӑваш тӗрриллӗ япаласем кӑларассипе "Паха тӗрӗ" фабрика пӗр ӗмӗр ытла ӗнтӗ тӑрӑшать. Вӑл республикӑн пуян йӑли-йӗркине кӑтартакан пӗрлешӳ шутланать.
Ҫӗнӗ ҫуртра пӗрремӗш тӗл пулусемпе пултарулӑх урокӗсем иртрӗҫ, тӗрӗсемпе наци ҫи-пуҫӗн экспозицине уҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех ҫӗршыври тӗрлӗ регионтан килсе ҫитнӗ дизайнерсен коллекцине "Культура кӗперӗ" уявра кӑтартрӗҫ.
"Паха тӗрӗн" ҫӗнӗ центрӗ туллин кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче ӗҫлесе каймалла.
Оксана Верликова, Святослав Петров








