П. Хусанкайӑн тӑван ялӗнче поэтӑн ҫавра ҫулне паллӑ тума хатӗрленеҫҫӗ 

Ҫитес ҫул Чӑваш халӑх поэчӗ П. Хусанкай ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитет. Ҫак пулӑма халалласа Тутарстанри Сиктӗрме тӑрӑхӗнче чӑвашсемшӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ чылай ӗҫ-пуҫ пулса иртмелле. 

Элкел районне кӗрекен Сиктӗрме Хусанкай чӑвашсемшӗн хӑйне евӗрлӗ мека пулса тӑма пултарать. Ку пуш сӑмах мар. Чӑваш халӑх поэчӗ 115 ҫул тултарнине халалласа кунта халех яла хӑтлӑх кӳрессипе пысӑк ӗҫсем туса пыраҫҫӗ. Нумай пулмасть кӑна ҫул тикӗсленӗ, пӗве тунӑ. Ҫывӑхрах чӑвашсемшӗн калама ҫук пӗлтерӗшлӗ тепӗр объект тума палӑртнӑ. Ку вӑл - Сӑвар центрӗ.

Алексей Енейкин, Артур Галкин