Несӗлсем пиллесе хӑварнӑ тупра

Тӗнчипе чӑвашсен авалхи ҫи-пуҫне упракан 2 пысӑк арча пур. Вӗсем - Раҫҫей этнографи музейӗ тата Чӑваш наци музейӗ. Питӗртинче 6 пин таран экспонат. Ҫак мул пирӗн халӑх культурине, кулленхи пурнӑҫне тарӑннӑн кӑтартса парать. Мӗн пур япаларан 3-пинӗшӗ тӗрӗллӗ. Республикӑра Чӑваш тӗррин кунӗ уҫалнӑ курав ҫак эрне вӗҫӗччен ӗҫлӗ. 

узей тулашне тухсах курман чи паха та хаклӑ, чӑвашсемшӗн ҫав тери ҫывӑх япаласем илемӗпе савӑнтараҫҫӗ, хӑйнеевӗрлӗхӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ. Кашнин хӑйӗн шӑпи, хуҫи, ҫуралнӑ, тӑван тӑрӑхӗ. Качча каяс хӗр тумӗ, кӗскӗ эрешӗн пуххи, алшӑллисем, туй тутрисем. Ӗненӳпе ҫыхӑннӑ экспонатсем те пур. Ҫемье тата йӑх туррисене сӑнлакан йӗрӗх кӗлеткисем, савӑт-сапи, кил таврашӗнче усӑ курнӑ хатӗрӗсем. Чӑваш наци музейӗ те кун пек тупрапа мухтанаймасть. 

"Упранса юлнӑ илем" ятпа уҫӑлнӑ курав малтанхи кунсенчех пӳлӗм тулли куракан пуҫтарнӑ. Кашни япали историллӗ. Чылайӑшӗ 200 ҫултан та иртнӗ. 18-мӗш ӗмӗртен пуҫласа 20-мӗш ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурричен чӑваш культуринче пурӑннӑ экспонатсем. Вӗсене Раҫҫей этнографи музейӗ типтерлӗн пуҫтарса, упраса пурӑннӑ. Шупашкара вӑхӑтлӑх килсе вырнаҫнӑ экспозиципе паллашакансем ҫак пуянлӑха несӗлсем пиллесе хӑварнӑ тупрапа танлаштараҫҫӗ. 

Курав тӗп хулара пурӑнакансене кӑна мар, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчи ҫынсене кӑсӑклантарнӑ. Уйрӑмах тӗрӗ ӗҫӗпе аппаланма кӑмӑллакансене. Канмалли кунсенче Наци музейне тӗрлӗ тӑрӑхран ушкӑнӗ-ушкӑнӗпе хӑнасем килнӗ.

Раҫҫей этнографи музейӗ Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлне пирӗн республикӑна тунӑ парнене раштав уйӑхӗн 17-мӗшчен ҫитсе курма пулӗ. 

Алиса Александрова, Виктор Степанов, Александр Семенов.