Наци вулавӑшӗнче Валери Туркай Чӑваш халӑх поэчӗн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ

Ӑна сӑвӑ ӑсти ҫуралнӑ кунне тата иртнӗ ҫул паллӑ тума май килмен ҫавра ҫулне халалларӗҫ.

Пултарулӑх каҫне тӗнчипех паллӑ "Эревет" ушкӑн уҫрӗ. Ҫакӑн пек чӑваш ҫамрӑкӗсенче тӑван халӑхӑн пуласлӑхне курма ӗмӗтленет те Валери Туркай. Хӑй те вӑл ачаран хастар ӳснӗ. Патриотла янӑравлӑ сӑввисемпе 70-80-мӗш ҫулсенчех чӑваш поэзине ҫил-тӑвӑл пек вирхӗнсе кӗрсе сӑвӑ тӗнчине ҫӗнӗ варкӑш илсе килме пултарнӑ. Ҫав вӑхӑтрах Мускаври ГИТИС ҫумӗнчи театр курсӗнче драматурги уйрӑмне пӗтернӗ. Унта вӑл самана улшӑнӑвне туйса илнӗ. Яланах чӗрӗ те вичкӗн сӑмахне тӳртен калаканскер пурнӑҫ хистекен ыйтусене хускатнӑ. Валери Туркай сӑввисене тӗрлӗ халӑх поэчӗсем 10 ытла чӗлхене куҫарнӑ. Вӑл кӗнекесем ҫӳлӗк ҫинче тусан пухса выртмаҫҫӗ, алран-алла куҫса вуланаҫҫӗ. Поэтӑн тӑван районӗнче - Комсомольски тӑрӑхӗнче вара Туркай вулавӗсем иртеҫҫӗ. Ун пирки, чӑннипех та, вӑхӑт ыйтнипе ҫуралнӑ поэт теме пулать. 

Алексей Енейкин, Димитрий Макаров