Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче 2017-мӗш ҫулта анлӑ реконструкци пуҫланнӑ. Ӗҫе кӑҫал вӗҫлеме палӑртнӑ. Ҫурта "Культурная среда" федераци программипе тӗпрен улӑштараҫҫӗ. Ҫакӑн валли пурӗ 380 ытла миллион тенкӗ пӑхса хунӑ. Паянхи куна филармонин сӑн-сӑпачӗ тӗпрен улшӑннӑ: алӑкумне антарнӑ, колоннӑсем, чӑваш паллиллӗ лира вырнаҫтарнӑ. Шалти ӗҫсем вӗҫленмен-ха. Строительсем плитка хураҫҫӗ, стенасене йӗркене кӗртеҫҫӗ. Унччен маларах канализаци, шыв тытӑмӗсене тунӑ. Таврари лаптӑк та ырӑ енне улшӑннӑ: плитка сарнӑ, йӗри-тавра хунарсем вырнаҫтарнӑ, парковкӑна анлӑлатнӑ. Унсӑр пуҫне сасӑ тата видео ҫыракан студисем йӗркелемелле.
Леонид Петров, Виктор Степанов