Пуҫа тӑхӑнса ҫӳремелли хатӗрсем тӗрлӗ халӑхшӑн яланах пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑннӑ. Вӗсене курса хуҫи арҫын е хӗрарӑм пулнине, унӑн шайне-сумне, еплерех ҫын иккенне палӑртнӑ. Пурнӑҫри пулӑмсем - туй е ытти уяв та тумра курӑннӑ. Курава тӑратнӑ бумбуке, сӑмахран, Инҫет хӗвелтухӑҫӗнчи шамансем хушшинче анлӑ сарӑлнӑ. Ӑна хӗрарӑмсем тӑхӑннӑ. Хӑнкӑрми мӗн чухлӗ нумайрах хуҫи ҫавӑн чухлӗ хисеплӗрех шутланнӑ. Экспонатсен чи пӗлтерӗшлӗ хаклӑхӗ - аваллӑхӗнче тата кашни япалине алӑ вӗҫҫӗн ҫӗлесе капӑрлатнинче. Хӑшне-пӗрне самай кивелнипе куравсене те сайра хутра илсе тухаҫҫӗ. Чи хаклӑ тумсенчен пӗри Пермь кӗпӗрнинче пурӑнакансен ҫи-пуҫӗ. Ӑна 1867-мӗш ҫулта Мускавра иртнӗ Пӗтӗм Раҫҫейри пӗрремӗш этнографи куравӗнче кӑтартнӑ. Кӑвакал тӗкӗ хушса илемлетнисем, мӑйракине хӑварсах тискер чӗр чун пуҫӗнчен тунисем, ылтӑн, пурҫӑн ҫиппе тӗрленисем, кӗленче ванчӑкӗсемпе, тенкӗсемпе капӑрлатнисем. Темӗн тӗрли те пур.
Вырӑссен, чӑвашсен, алеутсен, кабардинсен, туркменсен, эвенсен, осетинсен, селькупсен, ытти халӑхӑн пуҫ капӑрлӑхӗсем куракансене тӗлӗнтернӗ.
Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшчен Чӑваш Наци музейӗнче ӗҫлекен куравра кокошник тӑвассипе ӑсталӑх урокӗсем ирттереҫҫӗ, селфи тумалли фотолапам пур.
Алиса Александрова, Святослав Петров