Фестиваль кӑҫал 13-мӗш хут иртрӗ. Уяв программи яланхи пекех пуян та кӑсӑклӑ пулчӗ. Йӑлана кӗнӗ йӗркепе чӑваш наци ҫи-пуҫне тӑхӑннӑ арҫын ачасемпе хӗр ачасем Николаев паркӗпе хаваслӑн утса тухрӗҫ. Унтан ушкӑнсем пурте пӗрле вӑйӑ картине тӑрса чӑваш юррисене шӑрантарчӗҫ. Фестивале пӗтӗмпе 300 яхӑн ача тата вӗсен вӗрентекенӗсем хутшӑнчӗҫ. Уявра тӗрлӗ ушкӑн хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарчӗ.
Шупашкарти 201-мӗш ача сатне ҫӳрекенсем пуҫтарӑннисене "Икӗ пӗчӗк сар автан" юрӑпа савӑнтарчӗҫ. Вӗренӳ учрежденийӗ виҫҫӗмӗш ҫул уява хутшӑнать. "Шӑпӑрлансене мӗн пӗчӗкрен наци культурипе паллаштаратпӑр,"- каласа парать музыка вӗрентекенӗ Анна Зайцева.
Ачасем валли 8 ятарлӑ лапам ӗҫлерӗ. Акатуя хутшӑннисем Чӑваш Ен культурине, йӑли-йӗркине пӗлнине тӗрӗслеме пултарчӗҫ, ҫавӑн пекех тӗрлӗ ӑсталӑх урокӗсем иртрӗҫ. Сӑмахран, ҫак лапамра арҫын ачасемпе хӗр ачасем анимаци енӗпе пултарулӑхне туптарӗҫ. Авалхи музыка инструменчӗсемпе те паллаштарчӗҫ пухӑннисене.
Йӗркелӳҫӗсен шухӑшӗпе те ҫакӑн пек уявсем ҫитӗнекен ӑрӑва чӑвашлӑха юратма, чӗлхене аталантарма, вӑйӑ урлӑ тӑван ен культурине ӑша хывма пулӑшаҫҫӗ. Фестиваль - тӑван халӑх культурин чӑн-чӑн уявӗ пулса тӑчӗ.
Елена Дмитриева, Святослав Петров








