Наци библиотекинче Валерий Краснов ӳнерҫӗн "Манӑҫми Митта" ятлӑ куравӗ уҫӑлчӗ

Ирӗк Килтӗш хушма ятпа ҫӳрекен Раҫҫей художникӗсен союзӗн пайташӗ ӑна Митта Ваҫлейӗ сӑвӑҫ ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине халалланӑ.

17 ҫул Сталин тӗрмисенче айӑпсӑр ҫӗртен асапланнӑ сӑвӑҫ шӑпи, унӑн хайлавӗсем - халӑх асӗнчен тухми. Митта Ваҫлейне халалласа сахал мар поэт сӑвӑ-поэма ҫырнӑ, анчах художниксем ӳкернӗ сӑнарӗсем курӑнсах каймасчӗҫ-ха. Поэт сӑнарне шыраса, художник унӑн еткерне тӗпченӗ, сӑввисене вуланӑ, тус-хурӑнташӗпе, тӑван Патӑрьел тӑрӑхӗнчи ӑна астӑвакан ҫынсемпе курса калаҫнӑ, Первомайски ялӗнче пӗр хушӑ пурӑнса сӑвӑҫ ҫӳренӗ сукмаксемпе утнӑ. Пуҫӗнче тӗвӗленнӗ шухӑшне Ирӗк Килтӗш ҫыравҫӑсемпе сӳтсе явнӑ, пирвайхи ӗҫӗсемпе ҫырлахмасӑр шав малалла ӗҫленӗ, Митта сӑнарне темиҫе тӗрлӗ ӳкерсе пӑхнӑ.

 Курав Наци библиотекинче раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗччен пырӗ.

 

Марина Карягина, Виктор Степанов