71 ҫул каялла пӗрремӗш хут пирӗн тӑван чӗлхепе кун ҫути курнӑ юмаха Николай Кочергин художник ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ. Иккӗмӗш кӑларӑмра - Татьяна Немцева ӗҫӗсем. Стихван Шавлин "Ҫунатлӑ урхамахӗ" ун чухне ачасен юратнӑ кӗнекисен йышне кӗнӗ. Тӑлмач хамӑр чӗлхене Лермонтов, Горький, Крылов, Пушкин, Некрасов, Шевченко хайлавӗсене те куҫарнӑ. Хӑйӗн сӑввисемпе поэмисене вара паян 25 ют чӗлхепе вулама пулать. Ачасемпе тӗл пулма ҫыравҫӑ хӗрӗ Ольга Степановна Кругликова ҫитнӗ. Вӑл ашшӗн кун-ҫулӗ пирки каласа кӑтартрӗ, мӑнукӗсене халалланӑ сӑввисене вуласа пачӗ. Вулавӑшӑн ҫамрӑк хӑнисем калаҫӑва хавхалансах хутшӑнчӗҫ.
Ачасем юмаха тепӗр хутчен вуласа тишкерчӗҫ, аслисен ыйтӑвӗсене хуравларӗҫ. Ырра вӗрентекен, пурнӑҫ хаклӑхӗсем пирки калакан хайлав ҫӑмӑл та асра юлать, пӗчӗккисене часах кӑсӑклантарса ярать.
Лайӑх кӗнкеке темиҫе ӑрӑва ӑс парса ӳстерет. Ҫӗпӗр ҫыравҫин Петр Ершовӑн юмахӗ те тӗрлӗ халӑх, тӗрлӗ ҫӗршыв ачин кӑмӑлне тупма пӗлет.
Тӗрлӗ наци ӳнерҫисен юмах курӑмне пӗр кӗнекере пухма ҫӑмӑл пулман. Мускав, Питӗр, Тобольск, Тюмень хулисенчи, Осети, Якути республикисенчи, Армени, Казахстан ҫӗршывӗсенчи вулавӑшсемпе, музейсемпе, архивсемпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлемелле пулнӑ. "Волшебное ожерелье. Конек-горбунок" каларӑмпа Наци библиотекинче паллашма пулать.
Алиса Александрова, Виктор Степанов








