Чӑваш Енӗн Наци библиотеки 2012-мӗш ҫултанпа 40 пин ытла паха документа копилесе электронлӑ вулавӑша вырнаҫтарнӑ. Ҫакӑ кирлӗ текста хӑвӑрт тупма май парать, ӗҫе самай меллӗлетет. Вулакан хӑйне кӑсӑклантаракан хыпара Наци библиотекин сайтӗнче шырама пултарать. Ҫавра сӗтел тавра пуҫтарӑннӑ вулакансене хальхинче кӑҫал цифра ҫине куҫарнӑ икӗ журналӑн - "Капкӑнӑн" 1925-1940-мӗш ҫулсенчи тата "Халӑха вӗрентес ӗҫӗн" 19926-1933-мӗш ҫулсенчи кӑларӑмӗсен - хӑтлавне ирттерчӗҫ. "Халӑха вӗрентес ӗҫ" ӑслӑлӑхпа педагогика журналӗ халӗ "Халӑх шкулӗ" ятпа икӗ чӗлхепе тухса тӑрать. Унта иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче пичетленнӗ хӑшпӗр статьясем паян ҫырнӑ пекех иккен: чӑваша ун чухне те тӑван чӗлхене вӗрентесси, ачасене тӑван ен историйӗпе культурине тӗпе хурса воспитани парасси кӑсӑклантарнӑ.
Марина Карягина, Святослав Петров