Наци библиотекинче сывлӑх енчен хавшак ачасен пултарулӑх фестивалӗ иртрӗ

Вӗсен сывлӑхӗ хавшакрах пулин те, пурнӑҫ илемӗпе киленме пӑрахмаҫҫӗ. Тӗрлӗ кружока ҫӳресе пултарулӑхне аталантараҫҫӗ. Мӗн вӗреннине вӗсем Наци библиотекинче иртнӗ "Талантсен парачӗ" фестивальте кӑтартрӗҫ.

Сцена ҫине 20 яхӑн ача тухрӗ. Ҫамрӑк артистсем пӗр-пӗрне, ҫавӑн пекех вӗсен вӗрентекенӗсемпе ашшӗ-амӑшӗ пӗр вӗҫӗмсӗр хавхалантарса тӑнӑран, фестиваль ҫемье уявӗ пек иртрӗ. Унта Шупашкар хулинчен, Улатӑр тата Канаш тӑрӑхӗсенчен ачасем килсе ҫитнӗ. Фестивале хутшӑнакансем тӗплӗн хатӗрленни палӑрчӗ. Кашниех ташлама е юрлама пултарнине туллин кӑтартма тӑрӑшрӗ. Ҫак уява "Мир Добра" пӗрлешӳ республикӑн экономика министерстви тата Президент гранчӗсен фончӗ пулӑшнипе йӗркеленӗ. Фестиваль пӗрлехи хаваслӑ ташӑпа вӗҫленчӗ. Ун хыҫҫӑн пурте ҫӗкленӳллӗ кӑмӑлпа саланчӗҫ.

Надежда Александрова, Екатерина Янгалакова