Марина Карягина паянхи кунпа тан утса пыракан поэт. Темисене пурнӑҫ хӑй сӗнет, тет вӑл. Патӑрьел хӗрӗн малтанхи сӑввисем Кивӗ Ахпӳрт шкулӗнче вӗреннӗ чухнех республикӑри хаҫат-журналта пичетленнӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Мускавра Раҫҫей патшалӑх социаллӑ университетӗнче пӗлӳ илнӗ. Марина Фёдоровна 33-мӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн телевиденире ӗҫлет: "Ирхи тӗпел" автор телепередачине ертсе пырать, ҫӗнӗ хыпарсем валли репортажсем хатӗрлет, фильмсем ӳкерет.
Унсӑр пуҫне вӑл литературӑра та тарӑн йӗр хӑварса пырать. "Ачаш ача" тата "Ҫӗн Кун ачи" кӗнекесене тишкерсе хак пама пухӑннисем ҫакна палӑртрӗҫ те. Пӗрремӗш кӗнеки ачасем валли ҫырнӑ алҫырусен конкурсӗнче ҫӗнтерсе гранта тивӗҫнӗ. Унта шкул ҫулне ҫитменнисене тӗрлӗ сасса тӗрӗс калама хӑнӑхтаракан сӑвӑсем йышлӑ, кӗҫӗн классенче вӗренекенсем валли ҫырнисем те вулама кӑсӑклӑ. "Ҫӗн Кун ачи" хайлавсен пуххине Ҫеҫпӗл Мишши кун-ҫулне халалланӑ драма, юлашки ҫулсенче ҫырнӑ сӑвӑсемпе куҫарусем кӗнӗ.
Ҫыравҫӑн пурӗ 30-а яхӑн хайлав пуххи кун ҫути курнӑ, вӗсен шутӗнче 9-шӗ ачасем валли. Марина Карягина сӑввисемпе композиторсем илемлӗ юрӑсем те хайлаҫҫӗ. Ҫакна уява пухӑннисене Николай Эриванов ертсе пыракан "Сӑрнай" халӑх ансамблӗ ҫирӗплетсе пачӗ.
Марина Карягинан хайлавӗсене Раҫҫей халӑхӗсен тӗрлӗ чӗлхине, акӑлчан, швед, турккӑ, француз чӗлхисене куҫарнӑ, Раҫҫей антологийӗсене кӗртнӗ. Вӗсене тӗпчекенсем чылай.
Марина Карягинана чӑваш палиндромийӗн пионерӗ тесе палӑртаҫҫӗ. Вӑл тӗнче поэзине ҫӗнӗ жанр - амфистроф кӗртнӗ. Ку формӑпа хайланӑ сӑввисем ик енчен те вуланаҫҫӗ, анчах пӗлтерӗшӗ - тӗрлӗрен. Ҫавӑн пекех вӑл пӗр сас паллирен пуҫланакан сӑмахсемпе те витӗмлӗ сӑвӑсем хӑйлать, вӗсем "Ҫӗн Кун аки" кӗнекере те пур. "Чӗнӳ чанӗ" сӑвва пурте паянхи чӑвашсене чӗнсе каланӑ халал вырӑнне хучӗҫ.
Надежда Александрова, Виктор Степанов