Наци библиотекинче "Манӑн тӗнче, манӑн пурнӑҫ" сӑрӑпа графика ӗҫӗсен куравӗ ӗҫлет

Унӑн авторӗ - Чӑваш Енри почта ҫыхӑнӑвӗн ветеранӗ Николай Иванов. Вӑл мӗн ачаранах ӳкерме кӑмӑлланӑ. Ҫитӗнсен вара Акцыновсен ячӗллӗ ӳнер шкулӗнче живопись курсне пӗтернӗ. Ҫапла пултарулӑх ӗҫӗ унӑн пурнӑҫӗн пӗлтерӗшлӗ пайӗ пулса тӑнӑ.  

Николай Иванович аса илнӗ тӑрӑх, шкулта пӗррехинче вӗрентекен ачасене йывӑҫ ӳкерме сӗннӗ. Унӑн хурӑнӗ уйрӑмах ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн вӑл ӳкерессипе кӑсӑкланса кайнӑ. Професси кун-ҫулне вара федераци почта ҫыхӑнӑвӗн Чӑваш Енри управленийӗпе ҫыхӑнтарнӑ. Каярах вӑл хӑй мӗн пӗлнине ҫамрӑксене вӗрентнӗ. Халӗ тивӗҫлӗ канура пулсан та алӑ усса лармасть.

Куракансем  палӑртнӑ тӑрӑх, Николай Ивановӑн ӳкерчӗкӗсенче тӑван тавралӑха юратни сисӗнет. Унӑн ӗҫӗсем ансат, анчах та тӳрех асра юлаҫҫӗ, чунлӑхпа уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Николай Ивановӑн 200 ытла ӳкерчӗк: пейзажсем, натюрмортсем. Унӑн ӗҫӗсемпе Наци библиотекинче авӑн уйӑхӗн 10-мӗшчен паллашма пулать.

Ксения Потапова, Надежда Андреева, Святослав Петров