"Ӑшӑх вырӑн ҫук тинӗсре" сӑвӑ пуххи - Любовь Фёдорован 9-мӗш кӗнеки. Тивӗҫлӗ канӑва тухичченех малтан ҫуралса ӳснӗ Елчӗк тӑрӑхӗнче, унтан Шупашкарти шкулсенче тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентнӗ педагог Чӑваш патшалӑх университетӗнчи историпе филологи факультечӗн чӑваш уйрӑмӗнчен вӗренсе тухнӑ. Мӗн пӗчӗкрен ял ҫыннисен чӗлхипе киленсе, пурнӑҫ тути-масине ачаран пӗлсе ҫитӗннӗ ҫурма тӑлӑх хӗр, Виталий Родионов, Любовь Мартьянова, Раиса Сарпи, Юлия Силэм пек пултаруллӑ тантӑшӗсемпе, "ҫилҫунатҫӑсемпе", литература тӗнчине кӗнӗ.
"Тӑван Атӑл", "Ялав" литература журналӗсенче ҫамрӑкран лирикӑлла хайлавсем пичетленӗ Энтепе хӗрӗ хӑйӗн пултарулӑхне юратакансене "Йӳҫӗ пыл", "Ҫичӗ хӗлӗхлӗ тӗнче", "Анне пехилӗ" йышши кӗнекисемпе савӑнтарнӑччӗ. Тӗлпулӑва чӑваш поэзине тарӑннӑн тишкерсе хак паракан тӗпчевҫӗсем те килнӗ. Вӗсем Любовь Фёдорован ӑсталӑхне пултарулӑх ҫулӗ ҫине тӑнӑ чухнех асӑрханӑ, сӑвӑҫӑн унтанпа ӳсӗмӗ пур-ши?
Кӗнекене тӗрлӗ жанрпа ҫырнӑ хайлавсем кӗнӗ: юптарусемпе тӑрӑхлавсем те, ача-пӑча сӑввисем те пур. Ӗҫтешӗсем пӗр саслӑн "Пӗр пӗрчӗрен - пин пӗрчӗ" ятлӑ поэмине ырӑпа асӑнчӗҫ.
Педагогикӑра нумай ҫул пӗрле ӗҫленӗ учительсемшӗн Любовь Фёдорова - ырӑ тӗслӗх те, пулӑшса пыракан та. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ пулин те, унӑн кӑтартӑвӗсем, ҫав шутра вӑл хатӗрленӗ вӗрентӳпе меслет кӗнекисем те, ӗҫтешӗсемшӗн яланах вырӑнлӑ.
Любовь Михайловна, педагог пулнӑ май, ачасенче халӑх пуласлӑхне курать, шанчӑкпа пурӑнать. Малашлӑх пиртен кашнинчен килнине ӑнланса, вӑл хӗрне те хулара чӑвашла калаҫтарса ӳстернӗ, мӑнукӗсене те вӗрентет.
Марина Карягина, Екатерина Янгалакова