Наци библиотекинче Иван Яковлев просветитель пурнӑҫне сӑнлакан кӗнеке-альбома пахаларӗҫ

Кӑҫал республикӑра ҫӗршыври Вӗрентекен ҫулталӑкне тата чӑваш халӑхне ҫырулӑх парнеленӗ Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалласа чылай ӗҫ-пуҫ йӗркелеҫҫӗ. Вӗсенчен пӗри ҫак кунсенче Наци библиотекинче иртрӗ. Унта "Иван Яковлевич Яковлев - аслӑ ҫут ӗҫ ӗҫченӗ" кӗнеке - альбома пахаларӗҫ. 

Иван Яковлев пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлне халалланӑ кӗнеке сахал мар. Ҫакна библиотекӑра тӑрӑшакансем йӗркеленӗ курав та ҫирӗплетрӗ. Ҫӗнӗ кӗнеке-альбома 3 уйӑхра хатӗрлесе ҫитернӗ. Ӑна калӑплаканӗсем - истори наукисен кандидачӗсем Федор Козловпа Евгений Касимов. Кӑларӑм Чӑваш кӗнеке издательствинче кун ҫути курнӑ. 176 страницӑллӑ альбом сӑн ӳкерчӗксемпе тата документсемпе пуян. Ҫав вӑхӑтрах содержани енчен те паха. Кӗнеке авторӗсен тӗп тӗллевӗ - чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗн Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе, ҫемйипе, тӗрлӗ вӑхӑтри ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫыхӑннӑ информацие пӗр ҫӗре пуҫтарасси пулнӑ. 

Презентацине пуҫтарӑннӑ хӑнасем Иван Яковлев чӑваш халӑхӗн аталанӑвне хывнӑ витӗмӗпе пӗлтерӗшӗ пирки калаҫрӗҫ. Унӑн пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ хальхи тата пулас ӑрусемшӗн тӗслӗх пулмаллине палӑртрӗҫ. Кун ҫути курнӑ кӗнеке-альбом вара патриарх ӗҫӗ-хӗлӗпе ҫывӑхрах паллашма пулӑшӗ. 

Оксана Верликова, Екатерина Янгалакова