Наци библиотекинче "Эткер" фольклор студине йӗркеленӗ

Вӑл халӑх пултарулӑхне юратакансене, фольклористсене тата вулавӑша ҫӳрекенсене пӗрлештерӗ.

"Эткер" студие Наци библиотекинчи тӗп специалист, "Мерчен" тӗпелӗн ертӳҫи Вера Архипова йӗркелесе янӑ. Ӑна Земфира Яковлева паллӑ фольклорист ертсе пырать. Вӑл пӗтӗм пурнӑҫне халӑх пултарулӑхӗн аталанӑвне халалланӑ тесен те юрать. Земфира Кузьминична 30 ытла ҫул Шупашкар районӗнчи "Ҫӗньял" фольклор ушкӑнӗпе ӗҫленӗ. Нумай пулмасть йӗркеленӗ пӗрлешӳре те халӑх пултарулӑхне тӗпчеҫҫӗ, музыка инструменчӗсемпе паллашаҫҫӗ, йӑла-йӗрке пирки калаҫаҫҫӗ. Паллах, ӗлӗкхи юрра-ташша вӗренеҫҫӗ. 


Диана Иванова, Вадим Владимиров