Чӑваш литературин классикӗ, аслӑ сӑвӑҫӑмӑр ҫавра ҫулӗпе ҫыхӑнтарнӑ уявсен ярӑмӗнче "Ҫеҫпӗл ӗмӗчӗсем пурнӑҫланаҫҫӗ" поэзипе музыка каҫӗ те сумлӑ шайра иртрӗ. Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе хисепленекен Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗн, Пукане театрӗн артисчӗсем, паллӑ сӑвӑҫсем поэтӑн хайлавӗсене хӗрӳллӗн каларӗҫ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчи вокал искусствин уйрӑмӗнче Валентина Смирнова (Геворкян) профессор класӗнче вӗренекенсем Инна Васильева педагог, концертмейстер ертсе пынипе "Мерчен" музыка тӗпелӗн программине пушшех пуянлатрӗҫ.
Алексей Анисимов культурӑпа ӳнер институчӗн пӗрремӗш курсӗнче кӑна вӗренет-ха, анчах Муркаш каччи хӑйӗн педагогне ӑнтӑлулӑхӗпе, тӑрӑшулӑхӗпе, пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Филипп Лукин хайланӑ "Тур лаши" юрра хӑпартланса янӑратнӑ студент хӑй шӑпах Валентина Смирнова (Геворкян) Чӑваш халӑх тата Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ патӗнче пӗлӳ пухнишӗн телейлӗ туять.
Валентина Владимировна патӗнче вӗренсе ӑсталӑхне туптанӑ юрӑҫсем халӗ Шупашкарта анчах мар, Мускавра, Раҫҫейӗн ытти хулисенче, чикӗ леш енче ӗҫлеҫҫӗ. Паянхи кун унӑн класӗнче 10 студент, пурте - пысӑк сцена ҫине тухма шанӑҫ паракансем.
Институтран килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗ тӗнче классикин, вырӑс тата чӑваш композиторӗсен хӳхӗм хайлавӗсене юрларӗҫ. Вӗсене хӑватлӑ саслӑ ҫамрӑксем янӑратнӑран Ҫеҫпӗл Мишши ҫӗр ҫул каялла яш-кӗрӗме "Чӑваш ачи, сассуна пар, килсем кунта, сана кӗтеҫҫӗ, килсем, килсем, эс пур, ҫук мар!" тесе чӗнсе калани аса килет те, поэзипе музыка каҫне "Ҫеҫпӗл ӗмӗчӗсем пурнӑҫланаҫҫӗ" тесе ят пани чӑннипех те тӳрре тухать.
Марина Карягина, Екатерина Янгалакова