Наци библиотекин пӳлӗмӗнче уҫӑлнӑ куравра - "Асамлӑ тӗрӗ" клуба ҫӳрекен 20 маҫтӑрӑн паха ӗҫӗ: авалхи йӑлана пӑхӑнса, тӗссене тӗрӗс суйласа илсе кирлӗ ҫӗре вырнаҫтарнӑ эрешлӗ кӗпе, туй минтерӗ, кӗрӳ тутри... Ҫӗвӗсен пӗлтерӗшне ӑнланакансем вӗсене несӗлсен кӗнекине вуланӑн туйса тӗлӗнеҫҫӗ. "Асамлӑ тӗрӗ" клуба ҫӳрекенсене хӑйсене те асамлӑ тӗрӗҫсем тес килет. Вӗсем кашни эрнере пуҫтарӑнса, ӗлӗкхилле каласан, улах лараҫҫӗ. Вулавӑш ӗҫченӗсем ал ӗҫ ӑстисене кирлӗ кӗнекесем парса пулӑшаҫҫӗ. Клуба ҫӳрекенсем вӗренӗве пӗчӗк эрешсенчен пуҫланӑ. Малтан пысӑках мар салфеткӑсем, йӗп чикмелли минтерсем тӗрленӗ, куллен усӑ куракан маскӑсем ҫине те управ паллиллӗ эреш лартнӑ. Тӑрӑшуллӑ хӗрсем кӗске хушӑрах калӑпӑшлӑ ӗҫсем тӗрлеме ӗлкӗрнӗ. Клуб йӗркеленнӗренпе кунтан 300-е яхӑн ӑста вӗренсе тухнӑ.
Марина Карягина, Дмитрий Макаров