Наци библиотекинче Анатолий Хмыт чӑваш ҫыравҫин ҫӗнӗ кӗнекин хӑтлавӗ иртрӗ

"Хазара" роман-хроника Чӑваш Ен ывӑлӗсем 1979-1989-мӗш ҫулсенче Афган вӑрҫинче мӗнле паттӑррӑн ҫапӑҫни ҫинчен каласа парать. Автор вӗсен ячӗсене те улӑштарман: Владимир Михайлов, Олег Прокопьев, Игорь Гаврилов ячӗсем халӑх асӗнче ӗмӗр пурӑнччӑр. Кӗнеке алҫырӑвӗ "Чӑваш романӗ" литература конкурсӗнче ҫӗнтернипе кун ҫути курнӑ. 

Анатолий Хмыт (Ефимов) - Шупашкарти 18-мӗш шкулта чӑваш чӗлхи вӗрентет, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ учителӗ, темиҫе кӗнеке авторӗ. Ҫыравҫӑ хӑйӗн хайлавӗсенче Афган вӑрҫине хутшӑннӑ ҫарташӗсем ҫинчен каласа парать. Ку роман-хроника та салтак пӑттине пӗр хурантан ҫинӗ чӑваш каччисем ҫинченех. Автор ӑна 5-6 ҫул ҫырнӑ. "Материал пуҫтарса ҫитерме ҫӑмӑлах пулмарӗ", - тет вӑл.

Ун чухне, 42 ҫул каялла, Афганистанри Панджшер тӑвӗн хушӑкӗнче иртен пуҫласа каҫчен юнлӑ ҫапӑҫу пынӑ. Унта интернационалла тивӗҫе пурнӑҫласа пурӗ 87 паттӑр, ҫав шутра виҫӗ чӑваш каччи пуҫ хунӑ. Вӗсене вилнӗ хыҫҫӑн Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗ панӑ. Кӗнеке хӑтлавне килнӗ юлташӗсем, Кадет корпусӗн курсанчӗсем, ытти шкул ачисем вӑрҫӑ вучӗ витӗр тухнӑ ҫыравҫӑ калавне кӑсӑкланса итлеҫҫӗ. Видеодокументсем кӑтартни асилӳсене тата витӗмлӗрех тӑвать. 

Тухса калаҫакансем Анатолий Дмитриевичӑн прози ҫитӗнекен ӑрӑва патриотла воспитани парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртрӗҫ. Унӑн "Рафик" ятлӑ калавне 5-9-мӗш классем валли хатӗрленӗ чӑваш литературин ӗҫ программине те кӗртнӗ.

 


Марина Карягина, Александр Никифоров.