Наци библиотеки уҫӑлнӑранпа 150 ҫул ҫитнине паллӑ турӗ

Республикӑри информаципе культура вучахӗ пулса тӑнӑ библиотекӑна саламлама Ҫамрӑксен театрӗн аслӑ залне патшалӑх тытӑмӗнчи сумлӑ хӑнасем, ытти регионсенчи ӗҫтешӗсемпе ветерансем, кӗнеке хакне ӑнланакан вулакансемпе ҫыравҫӑсем пуҫтарӑнчӗҫ.

Пухӑннисене Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем алӑкранах хавхалануллӑ кӗвӗпе кӗтсе илчӗҫ. Тулли зал республика Пуҫлӑхне Олег Николаева, Федераци Канашӗн комитет пайташне Николай Фёдорова, ытти сумлӑ хӑнасене алӑ ҫупса хапӑлларӗ. "150 ҫул каялла уҫӑлнӑ библиотекӑра ӗҫленӗ кашни ӑру революцие, выҫлӑха, вӑрҫӑ-харҫа пӑхмасӑр вулакансемшӗн ырми-канми тӑрӑшнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче те вӑл пӗр куна та хупӑнман, тӗрлӗ вырӑнта вулав кӗтесӗсем уҫнӑ", - терӗ Олег Алексеевич кӗнеке юратакансене уяв ячӗпе саламланӑ май. 

 


Марина Карягина, Владимир Синдеев