Мускаври Лев Толстой ячӗллӗ музей - Шупашкарти "Радуга" культура центрӗнче

Хальхинче ҫӗршыв тӗп хулинчен ҫыравҫӑ чӗр чунсене юратнине халалланӑ курав илсе килнӗ. Унта Лев Николаевич пурнӑҫӗнчи тата хайлавӗсенчи сӑнарсем. Ҫавӑн пекех куравра писатель пурӑннӑ вӑхӑта таврӑнма пулать.

Мӗн пӗчӗкрен Лев Толстой пурнӑҫӗнче тӗрлӗ чӗр чун пулнӑ. Уйрӑмах арҫын ачан лашасемпе ҫывӑх ҫыхӑну. Пурнӑҫ тӑршшӗпех вӑл ҫӗнӗ ӑрат - "Толстой лаши" - кӑларма ӗмӗтленнӗ. Пӗринче Иван Тургенев ҫыравҫӑ юлташӗн туртӑмне асӑрхаса ҫапла каланӑ: "Лев Николаевич, эсир хӑҫан та пулсан лаша пулнах пулӗ". "Холстомер" повеҫӗ чӗлхесӗр янаварсене халалланӑ гимн евӗрех тесе палӑртаҫҫӗ.

Куравра ҫак хайлава илемлетнӗ сӑн ӳкерчӗксемпе те паллаштараҫҫӗ. Ытти иллюстраци те сахал мар. Вӗсене пурне те вӑл вӑхӑтри паллӑ ӑстасем хатӗрленӗ. Меслечӗсем те тӗрлӗрен. Кӑранташпа, кӑмрӑкпа, акварельпа ӳкернисем пур. Лев Толстой пултарулӑх енне туртӑнни 7 ҫулсенчех палӑрнӑ. Пӗртӑванӗсемпе пӗрле вӑл "Детские забавы" ҫемье журналӗ кӑларнӑ. Унта, паллах, чӗр чунсем ҫинчен ҫырнӑ. Лев Толстой калӑпӑшлӑ, тарӑн шухӑшлӑ  хайлавсем кӑна ҫырман. Юмахсемпе ача-пӑча калавӗсем те темӗн чухлех. Пурте мӗн пӗчӗкрен пӗлекен "Виҫӗ упа" авторӗ те вӑлах.

Сӑмах май, культурӑпа курав центрӗнчех ачасем ҫак юмахӑн сыпӑкӗсене тӗпе хурса хӑйне евӗрлӗ спектакль лартма пултараҫҫӗ. Интерактивлӑ лапамра мӗлкесен театрӗнчи сӑнарсене суйланипе танах Толстой цитатисемпе паллашма та пулать. 19-мӗш ӗмӗре вара стерескоп пулӑшнипе тавӑраҫҫӗ. "Эпир кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен ҫынсемпе кӑна мар, кашни чӗрӗ чунпа уйрӑлми ҫыхӑннӑ", - тесе ҫырнӑ Лев Толстой. Ҫавӑнпа хайлавӗсенчи кашни сӑнарӗ юрату, хӗрхенӳ туйӑмӗпе тулнӑ.

Лев Толстой ячӗллӗ патшалӑх музейӗн куравӗ "Радуга" культурӑпа курав центрӗнче чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен ӗҫлӗ.

Алиса Александрова, Наталия Егорова, Вадим Владимиров