Мускаври критиксем Чӑваш Енри театрсен спектаклӗсене пысӑк хак панӑ

Чӑваш театрӗсенчи спектакльсем хальхи вӑхӑт тата куракан ыйтнине тивӗҫтереҫҫӗ-и? Ҫак ыйтупа кӑсӑкланса Раҫҫейри паллӑ критиксем республикӑри 3 профессиллӗ театра ҫитсе репертуара хак пачӗҫ. 

Сцена произведенийӗсене хаклакан специалистсем Чӑваш Енре ҫуккине шута илсе, республикӑри театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн критиксене аякран чӗнсе илес шухӑш унчченех пулнӑ. Мускав хӑнисем малтанах Ҫамрӑксен театрне ҫитнӗ. Икӗ кунра вӗсем виҫӗ спектакль пӑхнӑ: ачасем валли "Кошкин дом", пӗр актер вылякан "Чапаев" постановка тата "Куккук куҫҫулӗ" драма. Делегаци режиссурӑна хакланипе пӗрлех художниксен пултарулӑхне, ҫутӑпа мӗнле усӑ курнине, гримпа костюмсен пахалӑхне шута илнӗ. Хӑнасене уйрӑмах Юхма Мишши произведенийӗ тӑрӑх Борис Манджиев режиссер лартнӑ "Куккук куҫҫулӗ" постановка килӗшнӗ. Ку ӗҫпе ҫӗршывпа тӗнче шайӗнчи фестивальсене хутшӑнма сӗннӗ. 

Чӑваш академи драма театрӗнче критиксем икӗ постановка пӑхрӗҫ - "Шуйттан чури" тата "Мӑнаккасем" спектакльсене. Пӗрремӗшне лартаканӗ - Чӑваш халӑх артисчӗ Наталия Сергеева. Ҫӗршыври театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн комисси Председателӗ Дмитрий Родионов наци культурипе йӑли-йӗркине пысӑк тимлӗх уйӑрнӑшӑн ырларӗ. Светлана Зверева художникпа Лолита Чекушкина композитор та ӑшӑ сӑмахсене тивӗҫрӗҫ. Алексей Герасимов режиссер лартнӑ "Мӑнаккасем" спектакль те репертуарта тивӗҫлӗ вырӑнта. 

Критиксем ҫавӑн пекех Вырӑс драма театрӗнче пулчӗҫ, вӑл анлӑ диапазонра ӗҫленине каларӗҫ. Спектакльсем кӗҫӗн ҫулхи куракансенчен пуҫласа ҫитӗннисем таранах кӑсӑклантарнине асӑрханӑ вӗсем. Ҫавӑн пекех регионти театрсем Мускаврисенчен кая мар пулни савӑнтарнӑ хӑнасене. Чӑваш Енри театрсене вӗсем малашне те аталану ҫулне такӑрлатма пултарулӑхра ӑнӑҫу сунчӗҫ. 

Леонид Петров