Калайкасси ачисемшӗн тӑван чӗлхепе халӑх культури яланах пысӑк хисепре. Пултаруллӑ вӗрентекенсене кура ҫамрӑксем чӑваш чӗлхине тӑрӑшсах ӑша хываҫҫӗ. Кулленхи пурнӑҫра нумайӑшӗ вырӑсла калаҫса ӳсни халӗ никамшӑн та ҫӗнӗлӗх мар темелле. Ҫавах та глобализаци тапхӑрӗн витӗмне парӑнма иртерех-ха, теҫҫӗ кунта. Ҫак тӗллевпех шкулта ҫулсерен ҫак калӑпӑшлӑ фестиваль иртет. Ачасем чӗлхе пӗлӗвӗпе пӗрлех тӑван халӑхӑн аваллӑхне тӗпчеҫҫӗ.
Халӑх инструменчӗсен ӑсти Николай Фомиряков ҫитӗнекен ӑрӑва аваллӑхпа паллаштарнисӗр пуҫне кӗвӗ хатӗрӗсемпе савӑнтарчӗ. Кашнин янравӗ хӑйнеевӗр илтӗнет. Вӗсене пӗрлештерсен вара чӑн-чӑн оркестр пулать.
Ҫапла, фестиваль пӗр харӑс 4 секцире иртрӗ. Кӗҫӗн классенче вӗренекенсем несӗлсен ламран-лама куҫса пынӑ йӑли-йӗркине кӑтартрӗҫ пулсан, 7-9-мӗш классене ҫӳрекенсем чӑваш чӗлхипе культурине мӗнле пӗлнинче тупӑшрӗҫ. Вӗрентекенсем пурте ачасемпе тӑван чӗлхепе калаҫаҫҫӗ.
Уяв Чӑваш наци конгресӗн хастарӗсемпе пӗрле иртни те пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Культурӑпа искусствӑн ятлӑ-сумлӑ ӗҫченӗсем вӗрентекенсене самай пулӑшса пыраҫҫӗ. Ҫавна май кӑҫалхи юбилейлӑ фестиваль Калайкасси ҫӗрӗнче 500 ытла ҫынна пухрӗ.
Алексей Енейкин, Виктор Чугаров








