Муркаш районӗнчи Оринин халӑх театрӗ кӗҫех 105 ҫул тултарать

Артистсем ҫавраҫула ҫӗнӗ ӗҫпе кӗтсе илме палӑртаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вара орининсем Элӗк тӑрӑхӗнчи Чӑваш Сурӑмра пурӑнакансене "Турӑ пӳрмен юрату" спектакль кӑтартрӗҫ. Ҫакӑнпа вӗсем сезона вӗҫлерӗҫ. 

Оринин халӑх театрӗ 1918-мӗш ҫулта йӗркеленсе кайнӑ та паянхи кунччен пӗр чарӑнмасӑр ӗҫлет. 1963-мӗш ҫулта ялти культура ҫуртне Вячеслав Васильева ертсе пыма шанса панӑ. Ҫав вӑхӑтра Петр Ванюшин режиссер пулнӑ. "Кушар" спектакле сцена ҫине кӑларма вӗсем Чӑваш драма театрӗн артисчӗсене йыхравланӑ. Премьерӑна пӑхма хайлав авторне Петр Осипова та чӗннӗ. Артистсем ҫине-ҫине ҫӗнӗ спектакль хатӗрленӗ. Хӑйсен ӗҫӗсемпе ялран-яла ҫитсе паллаштарнӑ. 1966-мӗш ҫулта Орининти драма кружокне "халӑх" ятне панӑ. Сӑмах май, унччен республикӑра ҫак сумлӑ хисепе пӗр ялти театр та тивӗҫмен пулнӑ. 

Театрта паян 25 артист. Культура вучахне сӳнме памаҫҫӗ орининсем. Пултарулӑх ушкӑнӗнче ҫулран ҫул ҫамрӑксем йышланаҫҫӗ. Пӗрре спектакле хутшӑнсан чун театрах туртать, теҫҫӗ вӗсем. 

Орининти артистсем сцена ҫинче выляма ятарлӑ пӗлӳ илмен. Вӗсене рольсене ӗнентерӳллӗ калӑплама Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Аркадий Андреев пулӑшса пырать. Вӑл 10-мӗш ҫул ӗнтӗ кунта режиссерта тӑрӑшать. Кӑҫал кӗркунне халӑх театрӗ 105 ҫул тултарать. Ҫавраҫула орининсем премьерӑпа кӗтсе илес тӗллевлӗ. 

 

Алена Артемкина, Артур Галкин