Муркашсем кӑҫал та Акатуя Лантӑш вӑрманӗн уҫланкине пуҫтарӑнчӗҫ. Хӑнасене тӗп хапхаранах асатте-асанне йӑлинчен иртмесӗр ҫӑкӑр-тӑварпа, килти сӑрапа кӗтсе илчӗҫ. Ҫул икӗ енӗпе - тӗрлӗ наци тумӗллӗ чиперккесем: уява хӑлӑхсен туслӑхне халалланӑран, кунта аслӑ Раҫҫейри йышлӑ нацисен костюмӗ, юрри-ташши тӗлӗнтерсе нумай тӗспе куҫа алчӑраттарать. Кашни ял территори пайӗ Шупашкартан килнӗ тата вырӑнти пуҫлӑхсемпе депутатсене хӑйӗн сӑйӗпе, уйрӑмлӑхӗпе илӗртме васкать.
Чи малтан округра пурӑнакансене Республика Пуҫлӑхӗн ячӗпе Администраци ертӳҫи Вячеслав Борисов саламларӗ, муркашсем агропромышленнӑҫӑн чылай енӗпе малта пынине палӑртрӗ. Округ пуҫлӑхӗ, Александр Иванов, уй-хирте ҫурхи ӗҫсене ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ ятпа саламласа малта пыракан хуҫалӑхсене палӑртрӗ, механизаторсемпе водительсене, фермер хуҫалӑхӗ тытакансене, ветерансене район аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн тав турӗ, округри депутатсен пухӑвӗн ертӳҫипе Александр Давыдовпа пӗрле экономика аталанӑвӗн ҫӗнтерӳҫисене дипломпа, хаклӑ парнепе чысларӗ. Ку тӑрӑхра волейбол спорчӗ те аван кӑтартусемпе савӑнтарать. Республика чемпионат лигинче 1-мӗш вырӑна тухни, "Ялта чи лайӑххисем" слёт ӑмӑртӑвӗнче ҫӗнтерни мӑнаҫлантарать ентешсене.
Ытти спорт тӗсӗсемпе ӑмӑртакансем те вӗсем пек ҫитӗнӳ тума ӑнтӑлаҫҫӗ. Кӗрешӳҫӗсем, алӑ вӑйне виҫекенсем, кире пуканӗ йӑтса тупӑшакансем, бокса кӑмӑллакансем - пурте Акатуй парнине тивӗҫесшӗн. Ал ӗҫ маҫтӑрӗсем те пӗринчен тепри пултаруллӑ. Мӗн кӑна ӑсталама пӗлмест иккен кунти халӑх: кам карҫынкка ҫыхать, кам капӑр тум-юм ҫӗлессипе е тӑмран кӳлепе унассипе чапа тухнӑ, Пётр Мазуркин скульптор вара яланхиллех йывӑҫран кӗлетке касса кӑларса тӗлӗнтерет. Тавҫӑруллисемпе анлӑ тавракурӑмлисен вӑййипе кӑсӑклантаракансем те пур. Акӑ йӳҫкассисем ятарлӑ интерактив илсе килнӗ.
Акатуй тӗрлӗ халӑх ҫыннине, ватти-вӗттине пӗр пысӑк ҫемьене пуҫтаракан, ҫӗр ӗҫченӗн кулленхи тӑрӑшӑвне сума сӑвакан, авалтан килекен ырӑ йӑла-йӗркене ҫамрӑк ӑрӑва паракан аслӑ уяв пулса тӑчӗ, пурне те туслӑх картине тӑратрӗ.
Марина Карягина, Иван Макеев








