Михайлов ячӗллӗ опера фестивалӗ "Сӑр чикки" ҫӗнӗ спектакльпе уҫӑлать

Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Шупашкарта Максим Михайлов ячӗллӗ опера фестивалӗ пуҫланать. Вӑл тӗнчери премьерӑпа - Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккине тӑвакансене халалланӑ постановкӑпа уҫӑлать. 

Оперӑпа балет театрӗнчи мӗнпур цехра халӗ хӗрӳ тапхӑр. Кирек хӑш мастерскойне кӗрсен те - пур ҫӗрте те шаккаҫҫӗ, касаҫҫӗ, сӑрлаҫҫӗ, савалаҫҫӗ. Ӗҫе тӗплӗ тума тӑрӑшаҫҫӗ. Тӗнчери премьерӑна тивӗҫлӗ шайра кӑтартас тӗллевлӗ пурте. Композиторӗ, либретто авторӗ, режиссерӗ, художникӗ те - чӗнсе илнисем. Премьерӑччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ. Спектакль валли тата икӗ декораци хатӗрлесе илемлетмелле. Оперӑра вӗсем пурӗ 13. Ҫӗвӗ цехӗнче вара сӑнарсем валли костюмсем хатӗрлеҫҫӗ. 

Надежда Александрова, Наталия Егорова, Святослав Петров