Наци библиотеки Константин Ивановӑн литература еткерне сарассишӗн нумай тӑрӑшать. Поэт вилнӗренпе пуш уйӑхӗнче 110 ҫул ҫитрӗ. 25 ҫул та тултарса ӗлкӗреймен сӑвӑҫ - йывӑр чире пула пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Мӗнре генилле поэтӑн вӑрттӑнлӑхӗ - ҫакӑ кашни ӑру тӗпчевҫи умне ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ыйту кӑларса тӑратать.
Диалог мелӗпе йӗркеленӗ калаҫура нумай ыйтӑва тапратма май пулчӗ. Чӑваш патшалӑх гуманитари институчӗн ӑсчахӗ, Виталий Родионов филологи докторӗ, Константин Ивановӑн кун кӗнекинчи тӗпчесе ҫитереймен вӑрттӑнлӑхсем ҫинчен калаҫрӗ. Поэтӑн еткерӗн пысӑк пайӗ самана вутӗнче кӗлленнӗ, анчах мӗн сыхланса юлни те сахалах мар, "ҫакӑ пирӗншӗн - хаклӑ тупра" теҫҫӗ литературоведсем.
Константин Иванов пултарулӑхӗ, унӑн хайлавӗсем куҫаруҫӑсене те, художниксемпе композиторсене те хавхалантарнӑ. Антонина Мордвинова искусствовед Анатолий Миттов чӑваш наци ӳнерҫин пултарулӑхӗнче "Нарспи" поэма мӗнле сӑнарланни ҫинчен каласа пачӗ. Владимир Мишшан ҫак хайлава вырӑсла куҫаракансенчен пӗри, "тӑлмачӑ ӗҫӗнчи уйрӑмлӑхсем - хӑй пӗр пысӑк тема" терӗ вӑл. Николай Андреев композитор "Нарспи" поэмӑн шалти кӗвӗлӗхне палӑртрӗ.
Поэт ҫуралнӑранпа 135 ҫул ҫитнине ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ те тӗрлӗ майпа паллӑ тӑвать.
Ҫу уйӑхӗн вӗҫӗнче пултарулӑх ҫыннисем, ҫыравҫӑсемпе артистсен ушкӑнӗ, сӑвӑҫ ҫуралса ӳснӗ тӑрӑха, Пушкӑртстанри Пелепей тӑрӑхне ҫитесшӗн. Поэт ячӗпе ҫулталӑк тӑршшӗпех тӗрлӗ уявсем иртӗҫ.
Марина Карягина, Михаил Солин