Мӗнпур ӗҫне пӗр-пӗр аслӑ зала ҫакса курав ирттерме ӗмӗтленет

Николай Николаев художник ятне пирӗн куракан пӗлсех каймасть: Шупашкарти педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнчен вӗренсе тухсан вӑл пӗр хушӑ шкулта ачасене ӳкерме вӗрентнӗ, унтан тӗрлӗ вырӑнта илемлетӳҫӗ-художник пулса ӗҫленӗ.

Халӑхсен Туслӑхӗн ҫуртӗнче уҫӑлнӑ курав унӑн пултарулӑхне туллин хак пама май парать. 

Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркассинче ҫуралса ӳснӗ ҫамрӑк пурнӑҫ ҫулне суйланӑ тапхӑрта ӑнсӑртран педагогика институчӗн алӑкне пырса уҫман: тӗссен вӑрттӑнлӑхӗ илӗртнӗрен Николай Николаевӑн художник пулас килнӗ. Ӳкерчӗк, живопиҫ тата композици енӗпе Ревель Фёдоров, Николай Овчинников пек сӑрӑ ӑстисем уншӑн ҫул кӑтартакансем пулса тӑнӑ. Халӗ вӑл Николай Енилин (Неҫҫӗ Кули) ҫумӗнче маҫтӑрлӑхне туптать. Чӑваш халӑх художникӗ ӑна ҫамрӑк чухнех аслӑ шкулта вӗрентнӗ иккен.

 

Марина Карягина, Владимир Синдеев