Хӑй ҫине пысӑк яваплӑх илнӗ Василий Иванов чӑваш кӑйкӑрӗн кун-ҫулӗпе тепӗр хутчен унӑн асаилӗвӗсем ҫырӑннӑ кӗнекесенче, Шуршӑлти музее ҫитсе паллашнӑ. Материал пухнӑ май космонавтсене халалланӑ чӑвашла, вырӑсла сӑвӑсем шыранӑ, совет тапхӑрӗнчи композиторсен хайлавӗсене тишкернӗ. Андриян ҫинчен Геннадий Айхи те, Ухсай Яккӑвӗ те хӑватлӑ йӗркесем ҫырнӑ.
Квартирник пултарулӑх каҫӗ пек сахал ҫынпа, артистсемпе куракана тата та ҫывӑхлатакан лару-тӑрура иртет. Ытларах чухне актерсем чӗрӗ сасӑпа юрлаҫҫӗ. Сцена ҫинчи курӑну кӗвӗ инструменчӗсем хушӑнсан тата та пуянланать. Андриян Николаев дневникӗсенче ачалӑх кунӗсем те, космонавтсемпе тӗл пулнӑ самантсем те пур. Режиссер вӗсем пухӑнсан мӗнле юрӑсене шӑрантарнине те тӗпченӗ. Андриян тӑван халӑх хайлавӗсене те час-часах юрланӑ.
Умри мӗн-пур йывӑрлӑха ҫӗнтерсе ӗмӗт патне ҫитесси. Постановкӑри тӗп шухӑш шӑпах ҫавӑн пек. Артистсем те хӑйсен калавне хӑпартлантаракан, хавхалантаракан сӑвӑ-юрӑпа черетлентереҫҫӗ. Ҫак кунсенче Шупашкарти тепӗр шкул ачисем Андриян Николаев кун-ҫулӗпе паллашӗҫ.
Алиса Александрова, Светлана Позднякова, Виктор Степанов