Мӗн пур чӑвашшӑн сӑваплӑ вырӑн

Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларма пулӑшнӑ Иван Яковлев пурнӑҫран уйрӑлнӑранпа 91 ҫул ҫитрӗ. Асӑну кунӗ вӑл ҫуралса ӳсне Тутарстанри Кӑнна Кушкинче тӗрлӗ тӑрӑхри хастар чӑвашсем пухӑнчӗҫ.

Теччӗ районне кӗрекен мухтавлӑ чӑваш ялӗ - Кӑнна Кушки кӑҫал харӑсах темиҫе уяв паллӑ турӗ. Иван Яковлев пулас ӑрусене пехиллесе хӑварнӑ халал 100 ҫул, чӑваш халӑхне парнеленӗ ҫӗнӗ ҫырулӑх тата кунти шкул 150 ҫул тултарчӗҫ. Унсӑр пуҫне ҫулсерен йӑлана кӗрсе пыракан "Чӳклеме" те кунта чылай чӑваша пухать. Хальхинче вара Чӑваш Енпе Тутарстанран килсе ҫитнӗ ентешсем Иван Яковлевича асӑнса унӑн палӑкӗ умне чечексем хучӗҫ. Шел пулин те, тӗнчери йывӑр лару-тӑру хальлӗхе халӑха йышлӑн пухӑнма чарать. Ҫавах та, аслӑ вӗрентекенӗмӗре чыс тумасӑр хӑварма май ҫук. Унпа пӗрлех ку ялтан чӑваш халӑхӗн тӗлӗнмелле мухтавлӑ ывӑл-хӗрӗ тухнӑ.

Алексей Енейкин, Артур Галкин