Мария Симакова Апаш ялӗнче, хресчен ҫемьинче ҫуралса ӳснӗ. Виҫҫӗре чухне амӑшӗсӗр юлнӑ, тӑванӗсем патӗнче ҫитӗннӗ. Ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула пӗтерсен пӗр хушӑ колхозра, Шупашкарта ӗҫленӗ. Унтан мӑшӑрӗпе Казахстана ҫерем ҫӗрне уҫма тухса кайнӑ. Тӑван Ене таврӑнсан Кӳкеҫре тӗпленнӗ. Тӗрлеме юратнине кура "Паха тӗрӗ" фабрикӑна вырнаҫнӑ, пӗтӗм пурнӑҫне унӑн аталанӑвне халалланӑ тесен те юрать. Фабрикӑра вӑл 55 ҫул пӗр улшӑнми тӑрӑшнӑ: тӗрӗҫ, лаборантка, аслӑ маҫтӑр, каярах вара художник пулса ӗҫленӗ. "Мария Симакован ылтӑн йӗппи" кӗнеке-альбомра ӑстан пурнӑҫӗпе пултарулӑхне, унӑн ӗҫӗсене пысӑк тимлӗх уйӑрнӑ.
Диана Иванова, Михаил Солин