Марат Никитин режиссер фильмӗ ҫӗршывсем хушшинчи кинофестивальте ҫӗнтернӗ

Икӗ ҫул каялла Марат Никитин чӑваш режиссёрӗ "Соучастник" ятлӑ илемлӗ фильм ӳкернӗччӗ. Ҫак кунсенче республикӑна ырӑ хыпар ҫитрӗ: 25 минут пыракан картина Пӗтӗм тӗнчери онлайн мелӗпе иртнӗ "Атлантис" кинофестивальте кӗске метрлӑ илемлӗ фильмсем хушшинче 1-мӗш вырӑна тивӗҫнӗ.

Марат Никитин каласа панӑ тӑрӑх, кӗске метрла фильма 4 кун ӳкернӗ. Ҫӗрлехи пурнӑҫа кӑтартакан кадрсем кирлӗ пулнине шута илсен, кино ушкӑнӗн талӑкӗпех ӗҫлеме тивнӗ темелле, анчах артистсем хӑйсен ӗҫӗпе кӑмӑллӑ юлнӑ. Массӑллӑ сценӑсенче - пӗр харӑс 30 ытла ҫын. Вылякансене яланхиллех кастинг ирттерсе суйласа илнӗ. Чӑваш патшалӑх Ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Наталья Ахмед пӗр 10-15 ҫул каялла Марат Никитинӑн тепӗр фильмӗнче ӳкерӗннӗччӗ, вӑл кунта та Амӑшӗн ролӗнче.

Хальхинче режиссёр куракана социаллӑ драмӑпа шухӑша ярасшӑн. Тӗп герой, ҫамрӑк каччӑ, хӑвӑрт пуйса кайма ӗмӗтленет те ямӑт укҫашӑн антӑхса саккуна пӑсакан ушкӑн серепине кӗрсе ӳкет. Иртнӗ ӗмӗр вӗҫӗнчи ҫавнашкал яш сӑнарне тӗпчесе, Максим Осипов 90-мӗш ҫулсенче ҫамрӑк пулнӑ ҫынсемпе тӗл пулса калаҫнӑ, вӗсем хӑйсене мӗнлерех тыткаланине, мӗнле тумпа ҫӳренине, пӗр-пӗрин хушшинче епле сӑмахсемпе калаҫнине тӗпченӗ. Максима хӑй сӑнарлакан ачан шӑпи шала кайсах шухӑшлаттарнӑ, мӗншӗн тесен хӑйӗн пурнӑҫӗнче те йӑнӑш ҫул ҫине тӗксе яма пултарнӑ самантсем пулнӑ иккен, анчах унӑн шӑпи фильм геройӗнчен телейлӗрех пулнӑ. Наталья Ахмед Максим Осипов пултарулӑхне уйӑрса палӑртрӗ.

Криминалпа ҫыхланакан яш-кӗрӗме тӗрӗс ҫул кӑтартас тесе ӳкернӗ фильма Чӑваш Енри шалти ӗҫсен министерстви те ырланӑччӗ. Йӗрке сыхлавҫисем кино ӳкерекенсене тӗрлӗ реквизит парса пулӑшнӑ. Режиссёр та, фильмра вылякансем те пӗрлехи ӗҫӗн уссине ун чухнех курса тӑратчӗҫ. 

Марат Никитин Шупашкарти кинофестивальте пӗлтӗр ҫак ӗҫшӗн "Чи лайӑх режиссура" номинацире ҫӗнтернӗччӗ. Вӑл "Соучастник" фильма малашне те конкурссенче кӑтартасшӑн. Эпир ӑна ӳсӗм ҫулӗ ҫинче ӑнӑҫу сунатпӑр. 

 

Марина Карягина, Михаил Солин